Ача-пăча савăнăçě

Ҫăварни уявне халалланă эрнере Кушкăри пěтěмěшле пěлÿ паракан вăтам шкулта тěрлěрен ěçсем туса ирттереççě.  Ҫăварни ача-пăча вăйă вылямасăр нихăçан та иртмен. Шкул çумěнчи «Теремок» ача садне çÿрекен шăпăрлансене  Антонова Зоя Прохоровна воспитатель урама уçăлма илсе тухрě. Кěскен çăварни уявě çинчен каласа пачě, унтан чун каниччен вěсем уçă сывлăшра вăйăсем вылярěç, тупмалли юмахсен тупсăмěсене тупрěç. Хěр пěрчисем çÿçеллě тутăрсем те çыхса килнě.  Уяв пурне те килěшрě.