Пурнӑҫӑрсем, ҫӑварни икерчи пек, пылпа ҫу хушшинче пулччӑр! Çӑварни эрни пек юрӑпа кулӑ хушшинче тӑччӑр!

Кушкӑри  вӑтам шкул  вӗрентекенӗсемпе вӗренекенӗсем, шкул ӗҫченӗсем пуш уйӑхӗн  12-мӗшӗнче Ҫӑварни уявне  шкул картишӗнче ирттерчӗҫ.  Cавӑнӑҫлӑ уява  Портнова Анна Ильиничнӑпа  Рыбкина Татьяна Владимировна вӗрентекенсем ертсе пычӗҫ, шкулти воспитани енӗпе ӗҫлекен директор ҫумӗ Перепёлкин Сергей Витальевич   спорт вӑййисене йӗркелерӗ, шкул директорӗ пурне те уяв ячӗпе саламларӗ.

        Шкул ачисем сӗтел тулли апат-ҫимӗҫ лартса тултарнӑ. Зоя Михайловнӑпа Людмила Анатольевна поварсем тутлӑ икерчӗсемпе, кукӑрмакӑрсемпе хӑналарӗҫ.  Ачасем хӑйсен ашшӗ-амӑшӗсемпе пӗрле кукӑль-пӳремеч, ҫуллӑ ҫатма икерчи хатӗрленӗ, вӗсен тутлӑ шӑрши сӑмсана кӑтӑклать. Кунтах сӑмаварсенче чей пӑсланать. Ачасем савӑнсах пӗр-пӗрне кӑна мар, хӑнасене те хӑналаҫҫӗ, пӗрне-пӗри ыр сунаҫҫӗ.

     Уява хатӗрленсе вӗрентекенсем, шкул ачисем чӑваш тумӗсем тӑхӑннӑ, хӗр-упраҫсем ҫӑварнире ҫыхса ҫӱреме ҫӗнӗ тутӑрсем ҫыхнӑ. Çӑварни юрри янӑрать.

Ҫăварни! Ҫăварни!

Паян шкулта ҫăварни!

Пурте килӗр уява

Сивӗ хӗле ăсатма.

  Раҫҫейре ҫăварние яланах тӱсӗмсӗррӗн кӗтнӗ. Авал ҫынсем ҫулталăкăн вăйне пуҫ ҫапнă, унпа килӗшӱллӗн пурăнмашкăн тăрăшнă. Халăх ӗненнӗ тăрăх, хӗвеле хӗле ҫӗнтерме пулăшмалла пулнă. Ҫăварние кашни килтех ҫаврака хӗрлӗ икерчӗсем пӗҫернӗ, хăнасене астивме сӗннӗ. Хӗрлӗ икерчӗсем хӗрлӗ хӗвеле аса илтернӗ. 

   Ҫăварни  пӗр эрнене пынă. Кашни кунăн хăйӗн ячӗ пулнă.

    Тунти кун – тӗл пулу кунӗ. Ҫак куна  хаваслăрах, тутлă апат ҫисе ирттерме тăрăшнă. 

    Аслă Ҫăварни кунӗ ҫуртра пуҫласа арҫын килсен вăкăр-така нумай пулать тенӗ. Хӗр е хӗрарăм килсен – сурăхсем путек, ӗне тына тăвасса кӗтнӗ.

    Ытлари кун ирех хӗрсемпе ҫамрăксем ҫăварни вăййисене выляма, икерчӗсем ҫиме тухнă. Ашшӗ-амăшӗсем хăнана пыма чӗннӗ.

   Юн кун – тутлă ҫиесси. Хунямăшӗсем хăйсен кӗрӱшӗсене икерчӗ ҫиме хăнана чӗннӗ.

   Кӗҫнерни кун – катаччи кунӗ. Ҫамрăксем хыҫлă ҫунасем кӱлнӗ, шăнкăравсем ҫакнă. Юрăсем юрласа катаччи чупнă.

   Эрне кун – хунямасен каҫӗсем. Кӗрӱшӗсем хунямăшӗсене икерчӗпе хăналанă.

   Шăмат кун – хӗрсен улахӗ, тăванӗсем патне ларма кайнă. Ҫамрăк кин хăйӗн тăванӗсене хăнана чӗннӗ.

  Вырсарни кун – ҫăварнипе сыв пуллашнă, каҫару кунӗ. Ҫак кун кӱрентерсе тунă ҫылăхсемшӗн тăванӗсемпе ҫывăх ҫыннисенчен каҫару ыйтнă.

    Уяв вăхăтěнчи спорт вӑййисенче те ачасем хаваспах ӑмӑртрӗҫ. Автансен ҫапӑҫӑвӗ, пукан ҫинче шар ҫурасси, ҫӑпатана урапа инҫерех ывӑтасси, канат туртасси уйрӑмах килӗшрӗ куракансене.

     Уявра пурте хаваспах юрларӗҫ, сӑвӑсем каларӗҫ, ташларӗҫ.  

   Çӑварни эрнинче хастар пулнӑ ачасене парнесем парса чысларӗҫ. «Уяв сӗтелӗ» конкурс ҫӗнтерӱҫи 5-мӗш класс ачисем пулчӗҫ, Хисеп хутне тивӗҫрӗҫ (кл. ертӱҫи – Тихонова О.М.). Ӱкерчӗксен конкурсне 18 ӗҫ тӑратнӑ, ҫӗнтерӱҫине суйласа илме те ҫӑмӑлах пулмарӗ. Жюри членӗсем 2-мӗш класра вӗренекен Тихонова Анастасийӑн ӗҫӗ чи лайӑххи пулнине палӑртрӗҫ, парне парса чыс турӗҫ. Презентацисен конкурсӗнче 9-мӗш класс ачисем хастар пулчӗҫ, Перепёлкина Татьяна ҫӗнтерӱҫӗ ятне тивӗҫрӗ (ертӱҫи – Портнова А.И.). 2-мӗшпе 3-мӗш  вырӑнсене  Киргизова Александрӑпа Дергунова Светлана тивӗҫрӗҫ (ертӱҫисем- Веникова Г.В., Портнова А.И.).

Паян  ӑсататпӑр «хӗл кунне»,

Юрӑпа йыхӑртӑмӑр — кил ҫуркунне.

Ташласа — юрласа иртрӗ ҫӑварни

Тутлӑ икерчӗ  ҫимелли уяв эрни.

 

Паян ирех килсе ҫитнӗ ҫуркунне,

Юр ирӗлсе шыв кӳленнӗ ҫул ҫине.

Сивӗ хӗлӗн парӑнас килмест тӳрех

Тумламӗсем юхаҫҫӗ куҫҫуль пекех…(В.РОМАНОВ,  Муркаш районӗнчи Ярапайкасси культура ҫурчӗ ҫумӗнче йӗркеленнӗ "Ехрем" фольклор ушкӑнӗн ертӳҫи ҫырнă сăвӑ).

 

    Çӑварни карчӑкне ҫунтараҫҫӗ. Çӑварни карчӑкӗ куҫҫульпе йӗре пуҫларӗ, ҫуркунне ҫӗнтерчӗ.

«Ҫӑварни карчӑкӗ! Тутлӑхлӑ пул, чипер кай! Чир-чӗре ялтан илсе кай!»

Хӗл ҫӑварӗ хупӑнчӗ,

Çур ҫӑварӗ уҫӑлчӗ.

    Уява вӗҫлесе  ертсе пыракансем пурне те ҫӑварнирен ҫӑварниччен ырӑ-сывӑ пурӑнма пехиллерӗҫ. Пурнӑҫӑрсем, ҫӑварни икерчи пек, пылпа ҫу хушшинче пулччӑр! Çӑварни эрни пек юрӑпа кулӑ хушшинче тӑччӑр! Ĕмӗрӗрсем сурпан шурри пек таса та вӑрӑм, хушпу кӗмӗлӗ пек ҫутӑ пулччӑр!

  ФОТОХРОНИКА