«Вӗрентекен - 2016» конкурс

       Районта «Вӗрентекен - 2016» конкурс 2016 ҫулхи пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 8-мӗш кунӗсенче  2 тапхӑрпа иртет.

       Кушкӑри пӗтӗмӗшле пӗлӱ паракан вӑтам шкултан «Вӗрентекен -2016» конкурса Веникова Г.В. вӗрентекен хутшӑнать.  Галина Васильевна пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлӱ паракан вӑтам шкулти 6-мӗш «а» класс ачисене  тӑван ен культури предметне вӗрентрӗ.  Урокра «Капӑрлӑх. Çӱҫе касса тата ытти майпа капӑрлатни» ҫӗнӗ тема пӑхса тухрӗҫ,  ӗлӗк пирӗн мӑн-мӑн асаннесемпе кукамайсем, асаттесемпе кукаҫисем  усӑ курнӑ капӑрлӑхсем ҫинчен вӗренчӗҫ. Вӗрентекене урокра ачасем хастар ӗҫлени, ыйтусем ҫине тӗрӗс хуравсем пани, хӑйсен шухӑшӗсене пӗтӗмлетме пултарни хавхалантарнӑ.  Конкурса хутшӑнакана малалла та хавхаланса ӗҫлеме ӑнӑҫу сунатпӑр.