Педагогсен ăнтăлăвĕ иксĕлми

Педагогсен ăнтăлăвĕ иксĕлми

Районти вĕрентекенсем професси ăсталăхĕн «Çулталăкри учитель», «Çулталăкри воспитатель» тата «Чи лайăх класс ертÿçи» конкурссене пĕтĕмлетме яланхиллех Елчĕкри культура çуртне пуçтарăнчĕç.

Чи малтанах сăмах илнĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертÿçи Л.Левый конкурссем тивĕçлĕ шайра иртнине, унта кашни шкулти вĕрентекен активлă хутшăннине, учительсен пултарулăхĕ çулран-çул ÿссе пынине палăртрĕ. Паллах, конкурссене хутшăннă педагог çак тапхăрта ларса канайман, çĕр çывăрайман, вун-вун кĕнеке-журнала, пособие алран яман... Ÿсĕмсем хăй тĕллĕн килменни куçкĕретех. Кашнийĕшĕ хăйĕн тавракурăмне, ăсталăхне, хăй суйласа илнĕ профессие, ачасене чунтан юратнине пур енлĕн кăтартрĕ. Хастар чунлă, мал ĕмĕтлĕ педагогсене палăртма та çăмăл пулмарĕ жюри членĕсене.

«Çулталăкри воспитатель» конкурса 15 воспитатель хутшăнчĕ. Вĕсене кашнине сцена çине кăларса саламларĕç. Лауреатсем - В.Кудряшова /Курнавăш/, В.Гаврилова /«Чебурашка»/, Л.Крылова /Патреккел/, В.Тимофеева /«Солнышко»/. «Çулталăкри воспитатель» ята «Шевле» ача садĕнчи Наталия Архилина тивĕçрĕ.

«Чи лайăх класс ертÿçи» конкурсра та йышлăн тупăшрĕç. Йăлана кĕнĕ тăрăх, вĕсене те сцена çинче чысларĕç. Лауреатсен йышне Е.Николаева /Лаш Таяпа/, О.Викентьева /Çĕнĕ Пăва/, Т.Сергеева /Аслă Пăла Тимеш/, Л.Агеева /Елчĕк/ кĕчĕç. Курнавăшри 11 класс руководителĕ Елена Светопольская «Чи лайăх класс ертÿçи» ята çĕнсе илчĕ.

«Çулталăкри учитель-2016» ята çĕнсе илессишĕн 18 педагог ăнтăлчĕ. Палăртмасăр иртес килмест, арçын-учительсем йышлăн тупăшни савăнтарчĕ. Лауреатсем - вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекенсем Т.Васильевăпа /Таяпа Энтри/ Л.Пупина /Çĕнĕ Пăва/, С.Яковлева физик /Шăмалак/, О.Осипов физкультурник /Çирĕклĕ Шăхаль/. Чи пултарулли, çивĕч тавракурăмли, лайăххи кăçал Елчĕк шкулĕнчи историпе обществознани вĕрентекенĕ Владимир Николаев пулчĕ.

Педагогсен уявне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ, патшалăх строительстви, вырăнти хăйтытăмлăх, регламентпа депутат этикин комитечĕн председателĕ, Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» политика партийĕн Чăваш регионти уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов, район пуçлăхĕ Петр Скворцов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин хутшăнчĕç, конкурсантсене, призерсемпе çĕнтерÿçĕсене саламласа Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсем, хаклă парнесем парса чыс турĕç. Районти психологипе педагогика, медицинăпа социаллă пулăшу центрĕн директорĕ И.Кузьмина Н.Малов аллинчен Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине илме тивĕçрĕ.

Çавăн пекех Николай Владимирович  кашни çулах Пĕтĕм Раççейри предмет олимпиадисенче вĕренекенĕсене пысăк ÿсĕмсем тума пулăшнă тăрăшуллă учительсене - С.Долгова, Л.Шепиновăна А.Данилова, И.Егоровăна, В.Николаева, В.Тябуковăна /Елчĕк/, И.Павловăна /Лаш Таяпа/, О.Осипова /Çирĕклĕ Шăхаль/, Е.Светопольскаяна /Курнавăш/ Тав хучĕсемпе парнесем парса чысларĕ. Чăннипех те ырă сăмахсене тивĕçлĕ пирĕн вĕрентекенсем. Район шкул ачисем предметсен олимпиадисенче  республикăра тунă çитĕнÿсемпе яллă районсем хушшинче виççĕмĕш çул пĕрремĕш вырăнта пырать. Аса илтеретпĕр, кăçал Елчĕксем регионта 12   вырăн йышăннă. 4 çĕнтерÿçĕпе, 8 призерпа чăннипех савăнатпăр. Вăл çеç-и;! Пиллĕкĕшĕ республика чысне Раççей шайĕнче хÿтĕлеççĕ.

Çакна та палăртмалла: шкулсем, учительсем районти, республикăри конкурссенче кăна мар, Раççей шайĕнчисене «шĕкĕлчеççĕ». Л.Левый пĕлтернĕ тăрăх, Кушкă шкулĕ  ку енĕпе уйрăмах маттур. Çавăн пекех федерацин Атăлçи округĕнче «Серафимовски учителĕ» конкурс çĕнтерÿçи Е.Корнилова /Елчĕк/, технологи урокне йĕркелессипе республика конкурсĕн призерĕ В.Молоствова /Елчĕк/ ырă сăмахсене тивĕçлĕ.

Уява савăнăç кĕртсе Елчĕкри искусство шкулĕн, Таяпа Энтринчи юрă-ташă ăстисем, «Мерчен» ансамбль, Шурбинсемпе Красновсен, Марковсен çемье дуэчĕсем илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç.

Район шайĕнчи кон-курссем хыçа юлчĕç. Çĕнтерÿçĕсем хăйсен професси ăсталăхне республикăра кăтартĕç. Ăнăçу сунатпăр вĕсене.

В.СМИРНОВА.

Сăнÿкерчĕкре: Е.Светопольская, В.Николаев, Н.Архилина.