Туслăх хавхалану кÿрет

Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти тăххăрмĕшсен класс руководителĕ эпĕ. Класра 16 вĕренекен. Пиллĕкмĕш класран ертсе пыратăп вĕсене. Чăваш, тутар ачисем килĕштерсе вĕренеççĕ. Хам вара Оренбург вырăсĕ. Виçĕ чĕлхепе шăкăл-шăкăл калаçатпăр эпир класра. 

Класра икĕ тĕрлĕ тĕне ĕненекенсем вĕреннĕрен пĕр-пĕрин йăли-йĕркине, культурине хисеплетпĕр. Тантăшсем хушшинче сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшакрах ача пулнăран пĕр-пĕрне пулăшасссине тĕп вырăна хуратпăр. Общество пурнăçĕнчен пăрса хăвармастпăр пулăшу кĕтекен вĕренекене. Виçĕ çул каялла класс тулашĕнчи мероприятие имама, пачăшкăна чĕнтĕмĕр. Ачасем тĕнпе çыхăннă ыйтусем сахал мар пачĕç вĕсене. Шăкăл-шăкăл калаçу пурне те хавхалантарчĕ.

Мĕн ачаран халăхсем хушшинчи туслăха упрама вĕренсе ÿсни питĕ лайăх. Класра вĕренÿ отличникĕсем виççĕн. А.Киргизовăпа Т.Перепелкина виçĕ предметпа район, регион шайĕнчи олимпиадăсене хутшăнчĕç. Эпир вĕсен ÿсĕмĕсемпе савăнатпăр. Пĕр-пĕрин хушшинчи туслăх ырă ĕçсем тума хавхалантарнине ĕненетпĕр.

Л.ПЕШЕНЬКОВА.