Чĕлхе вăййисем

Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулти Веникова Галина Васильевна, Портнова Анна Ильинична вĕрентекенсем чăваш чĕлхи эрнинче ачасемшĕн интереслĕ, асра юлмалли, тавра курăмне ӳстермелли класс тулашĕнчи ĕçсем ирттерме тăрăшаççĕ.

         Веникова Г.В. вĕрентекен пиллĕкмĕш класс ачисемпе чĕлхе вăййисем ирттерчĕ. Вăйă выляни вĕренекенсене канса илме те, ушкăнлăх туйăмне аталантарма та, йывăрлăхра пĕр-пĕрне пулăшма та хистет.

         Пиллĕкмĕш класра вĕренекенсем «Сыпăк эстафети», «Тепĕр сăмах хуш», «Хирĕçле пĕлтерĕш туп», «Синонимсен ешчĕкĕ», «Салтак тӳми» вăйăсене кăсăклансах вылярĕç, тупсăмĕсене тупрĕç. Уйрăмах Баринов Петр, Баскаков Александр хастар пулчĕç.