Тавçăруллисен конкурсĕ

         Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулти Веникова Галина Васильевна, Портнова Анна Ильинична вĕрентекенсем çиччĕмĕш класс ачисемпе тавçăруллисен конкурсне ирттерчĕç.

         Класри ачасем виçĕ ушкăна пайланчĕç. Тавçăруллисен конкурсĕнче чăваш чĕлхипе тата литературипе çыхăннă ыйтусем пулчĕç. Конкурс хĕрӳ иртрĕ, ушкăнсем пĕр-пĕринпе ăмăртса ыйтусем çине маларах хурав пама тăрăшрĕç. «Картлашка», «Камăн сăмахĕ вăрăмрах?», «Нумайрах та хăвăртрах», «Пуçламăшĕ те, вĕçĕ те пĕр сас палли» конкурссенче ачасем питĕ хастар пулчĕç. Канса илмелĕх «Тимлĕ пул» вăйă вылярĕç. Вĕрентекен сăмахсем каласа пырать, ачасем глагол илтсен лараççĕ, япала ячĕ – икĕ аллине çĕклеççĕ, паллă ячĕ – алă çупаççĕ, местоимени – тăраççĕ. Конкурс вĕренекенсене килĕшрĕ.