«Чăваш чĕлхипе литератури пÿлĕмĕсене йĕркелесси» темăпа вебинар

Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствипе Чăваш наци конгресĕ «Чăвашлăха аталантаракан чи лайăх шкул» конкурса тата  чăваш чĕлхипе литератури кабинечĕсен республика конкурсне ирттереççĕ. Çавна шута илсе тата Чăваш чĕлхи кунне уявланă май 2016 çулхи ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ «Чăваш чĕлхипе литератури пÿлĕмĕсене йĕркелесси» темăпа вебинар ирттерчĕ. Унта Кушкăри вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем те хастар хутшăнчĕç. Вебинарта чăваш чĕлхи пÿлĕмĕсене йĕркелессипе çыхăннă паян куншăн пĕлтерĕшлĕ çивĕч ыйтусене сÿтсе яврĕç. Вĕренÿ ĕçне тухăçлăрах тăвас, тăван чĕлхе сумне, ăна вĕренес хавхаланăва ÿстерес тесен чăваш чĕлхипе литератури кабинечĕсене мĕнле йĕркелемеллине, шкулсенче чăвашлăха еплерех палăртмаллине уçăмлатрĕç.