Йăлтах пĕр сас паллирен

   

  Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулти вĕрентекенсем шкул ачисен пуплевне аталантарас тесе тĕрлĕ ĕçсем туса ирттереççĕ.

     Чăваш чĕлхи эрнинче Веникова Г.В., Портнова А.И.  вĕрентекенсем  сĕннипе улттăмĕш класс ачисем йăлтах пĕр сас паллирен пуçланакан пĕчĕк-пĕчĕк хайлавсем çырчĕç.  Вулакана ачасен ĕçĕсемпе паллаштарасшăн:

  

     Кукамай кĕçнерни кун качакана курăк кăшлама кантрапа кăкарчĕ. Кăнтăрла купăста касрĕ, кăмпа,  компот кăларчĕ. Кайран киле канма кĕчĕ. Каçпа куккасем килчĕç. Кукамай кăмăллăн кулчĕ, купăстапа кăмпа кукли кăларчĕ. Каç кӳлĕм качакана картана кĕртрĕ.

                                                                                                                 (Исаева  К., Ильина А.)

   

    Кавалти Кушкă кассинчи Кĕтернесен качаки Катюк ятлă. Качаки куштан, кăра. Канмалли кун Катюк кӳршĕсен картине кĕрсе кайнă. Кӳршĕсен купăстине, качакине, кăшманне, кишĕрне  кăшланă. Кăна кӳршĕ Кĕркури курнă. Кĕркури Кĕтернене кăмăлсăррăн кăшкăрать, качакине картаран кăларать, кӳршĕсен каштинчен кăкарать.

                                                                                                           (Карзакова И., Сорокина П.)

 

     Пирĕн пысăк пахчара пилеш, палан, помидор пур. Помидорĕ пысăк, пылак. Пирĕн пата Пăлакассинчи Павăлсен Петĕрĕ пычĕ. Полинăна пысăк пукане, Прухвире пӳске  парнелерĕ. Петĕре пичче пĕр пурак пысăк помидорсем пачĕ.

                                                                                                                           (Александрова И.)