ЧР паллă символĕсемшĕн сасăлăр!

ЧР паллă символĕсемшĕн сасăлăр!

200 тата 2000 тенкĕлĕх купюрăсем çине куçаракан символсен конкурсĕн пĕрремĕш тапхăрĕнче Шупашкар хули топ-25 хуласен йышĕнче çирĕпленнĕ. Республикăра пурăнакансем Шупашкарти залив хĕрринче аякранах курăнса ларакан Анне палăкĕшĕн Твоя-Россия.рф сайтра активлăн сасăлаççĕ. Конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕ июлĕн 28-мĕшĕнче вĕçленчĕ. Иккĕмĕш тапхăрĕ вара августăн 5-30-мĕшĕсенче иртĕ.

Сăмах май каласан, списокра интереслĕ кÿлепесем те пур. Сăмахран, Воронежри Лизюков урамĕнче вырнаçтарнă кушак çури палăкне асăнмалла. Пермьре тата вăл  тăрăхра пурăнакансем «Пермь упин легенди» палăка сĕннĕ. Уншăн та 5000 ытла çын сасăланă ĕнтĕ.

Çавăнпа пĕрлех республикăри конкурса хутшăнма сĕннĕ Андриян Григорьевич Николаев, Василий Иванович Чапаев палăксемшĕн те сасăлав малалла тăсăлать.

Виçĕ тапхăрпа пыракан конкурса Раççей банкĕ ирттерет. Унăн виççĕмĕш тапхăрне юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче пĕтĕмлетĕç. Сире те, хисеплĕ вулаканăмăрсем, Твоя-Россия.рф сайта ÿркĕнмесĕрех кĕрсе Чăваш Республикин паллă символĕсемшĕн сасăлама ыйтатпăр.