Аслă Çĕнтерĕвĕн Мускавра иртекен парадне Кушкăсем кашни çул чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Кăçал та парада хутшăнакан курсантсем хушшинче Кирилл Трофимова шырарăмăр.
Кирилл Аслă Çĕнтерÿ 69, 70, 71 çул тултарнине халалланă парадсене хутшăнма тивĕç пулнă. Вăл МЧСăн Мускаври академийĕн курсанчĕ. Тĕреклĕ, хитре сăн-питлĕ каччă чи лайăх вĕренекенсенчен пĕри.
Унăн несĕлĕ Кушкăра тĕпленнĕ. Кунта асламăшĕ, Ирина Николаевна, пурăнать. Ашшĕ, Александр Ильич, Мускавра строитель пулса ĕçлет. Амăшĕ те асламăшĕ ятлах - Ирина Николаевна, вăл - тухтăр. Сăмах май, нумаях пулмасть район хаçатĕнче Мускаври дизайн университетĕнче вĕренекен Алиса Портнован çитĕнĕвĕ çинчен çырнăччĕ. Вăл вара - Кириллăн иккĕмĕш сыпăкри тăванĕ.
Трофимовсем - пултаруллă çынсем. Кириллăн ашшĕ те çар службинчен старшина пулса таврăннă. Шкулта та лайăх вĕреннĕскер, командовани енчен Тав хучĕсене нумай тивĕçнĕ.
Кирилл çемьере пĕртен пĕр ача. Ашшĕпе амăшĕ ăна çар çынни тăвасшăн пулман. Анчах çамрăк хăй мĕн ĕмĕтленнине пурнăçа кĕртессишĕн çирĕп тăнă: лайăх вĕреннĕ, спортпа туслă пулнă.
Çамрăк офицер кĕçех çар ретне тăрĕ. МЧС служби çăмăл мар пулин те пирĕн ентешĕмĕр йывăрлăхсене çĕнтерсе хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçласса шанса тăратпăр.
С.БАРИНОВА.