Кашни уйăхрах, виççĕмĕш юнкун Чăваш Енре Пĕрлехи информаци кунĕ иртет. Унта патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче тăрăшакансем çынсемпе тĕл пулса кулленхи çивĕч ыйтусене сÿтсе яваççĕ.
Иртнĕ юнкун пирĕн районта Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ С.Петрова ертсе пыракан информаци ушкăнĕ пулчĕ. Вĕсем малтан район администрацийĕн пуçлăхĕпе Н.Миллинпа, унăн пĕрремĕш çумĕпе - райадминистрацин вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертÿçипе Л.Левыйпа тĕл пулнă хыççăн районти предприятисемпе организацисене тухса кайрĕç.
Пĕрлехи информаци кунĕн программи анлă: Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2016 çулхи июнĕн 6-мĕшĕнчи 72-мĕш номерлĕ «Чăваш Республикин 2017 çулхи планпа палăртнă 2018 тата 2019 çулсенчи тапхăрти бюджет политикин тĕп çул-йĕрĕ çинчен» Указне, 2016 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнче вăя кĕнĕ коммуналлă пулăшусен тарифĕсем, пушар хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă ыйтусене тишкерчĕç. Паллах, хальхи вăхăтра тăракан тĕп ыйтусем - выльăх апачĕ хатĕрлесси, вырмана ăнăçлă ирттересси, шкулсенче çĕнĕ вĕренÿ çулне кĕтсе илесси те айккинче юлмарĕç.
Пĕрремĕш чарăну - Патреккелĕнчи тĕп шкулти спорт залĕнче. Кунта халĕ хĕрÿ вăхăт - спорт залне тĕпрен юсаса çĕнĕ вĕренÿ çулне тивĕçлипе кĕтсе илесси. Çынсене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас тĕлĕшпе республикăра, çавăн пекех районта та сахал мар ĕç пурнăçлаççĕ. Шкул директорĕ О.Петрова пĕлтернĕ тăрăх, ĕçе вăхăтра вĕçлеме шанăç пур. Строительсене шкулта ĕçлекенсем те пулăшаççĕ.
С.Петрова ертсе пыракан информаци ушкăнĕ Кушкăри вăтам, Кивĕ Эйпеçри тĕп шкулсенче те пулчĕ. Акă, Кушкăри вăтам шкулти спортзала тĕпрен юсама федераци бюджетĕнчен 674 пин, республика бюджетĕнчен 375 пин тенкĕ ытла уйăрнă. Кунти ĕçсене «Стройэнергосервис» ООО ĕçченĕсем пурнăçлаççĕ. Г.Векова, О.Шпилева, Л.Юлина, Н.Суркова, А.Захаров штукатур-малярсем ĕçе июлĕн 30-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме шантараççĕ. Кивĕ Эйпеçри тĕп шкулта та çак вăхăт тĕлне юсав ĕçĕсене вĕçлĕç.
Пĕрлехи информаци кунĕнче пушар профилактикин кунĕ те иртрĕ. Пушар асăрхавĕн районти тĕп инспекторĕ А.Сайкин, патшалăх техника тĕрĕслевĕн районти инспекцийĕн ертÿçи А.Соловьев, район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн ертсе пыракан эксперт специалисчĕ В.Рыбкин «Прогресс» АХО, «Рассвет» ЯХПК, «Нива» агрофирма», «Клевер» ОООсенчи ĕç коллективĕсемпе тĕл пулнă. Вĕсенче хĕрÿ тапхăр - уй-хирти кĕрхи ĕçсене пурнăçланă чухне пушар тата техника хăрушсăрлăхĕн йĕркисемпе паллаштарнă, инструктажсем ирттернĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пыракан информаци ушкăнĕ «Прогресс» АХОри йĕтемре, уйра, «Победа» ОООри ĕçсемпе паллашнă.
Пĕрлехи информаци кунне хутшăннисем ялсенче çынсене хăйсен ыйтăвĕсемпе те йышăннă.
А.КАРЛИН.
Сăнÿкерчĕкре: Кушкăри вăтам шкулта спортзала тĕпрен юсассипе ĕçсем мĕнле пынине тишкереççĕ