Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем…
Вăрăм пулчĕç, йывăр пулчĕç çулĕсем,
Киле çитнĕ инçетрен,
Юнлă вăрçă хирĕнчен
Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем.
Вăрçă – этемлĕхĕн чи хăрушă тăшманĕ. Вăл пĕр шелсĕр, нимĕн-ле саккуна, йĕркене пăхăнмасăр çын пурнăçне вăхăтсăр татать. Кашни киле хуйхă, çухату, ырату, куççулĕ илсе килет. Чи хăрушши – пин-пин çын тăван киле каялла çаврăнса çитейменни. Кивĕ Арланкассинче пурăнакан Богдановсен çемйине те 1941-1945 çулхи Аттелĕхĕн Аслă вăрçи нумай хуйхă, асап илсе килнĕ. Тăванĕсем сыхласа хăварнă паттăрсен чуна пырса тивекен, киле çитеймен çырăвĕсене хумханмасăр ниепле те вулаймастăн.
Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем -
Иртнĕ вăрçăн ĕмĕрхи хыпарçисем,
Савăнтарнă та пире,
Хурлантарнă та пире
Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем.
Вăрçă вăхăтĕнче Совет Çарне тата флотне çулсерен 70 миллион çыру çитернĕ, çавăн чухлех фронтран тăванĕсем патне янă. Салтак çырăвĕсем. Шучĕ пур-ши вĕсен, 4 çул пынă Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçи вăхăтĕнче кашни çемьене килсе тăнăскерсен; Кам ывăлĕнчен, кам мăшăрĕнчен, кам хĕрĕнчен, кам йăмăкĕнчен çыру кĕтнĕ. Фронтран килнĕ кашни çырăвах вăл - салтак шухăш-туйăмĕ, савăнăç тата ыратăвĕ.
Фашизма хирĕç пĕтĕм тĕнчипе кĕрешнĕ. Совет Союзĕнчи пур наци çынни те пĕр тăван пулса кĕрешĕве çĕкленнĕ. Чăваш Республикинчен 160 пин çын ытла вăрçа тухса кайнă, фашистла Германие хирĕç çапăçса 87989 çын вилнĕ е хыпарсăр çухалнă. Елчĕк районĕнчен 7 пин те 242 çын ытла фронта тухса кайнă, 3760 çын тăван ялĕсене каялла таврăнайман.
Богдановсем тата вăрçă çулĕсем
Çимукпа Татьяна Богдановсен пилĕк ывăлĕ те вăрçа кайнă. Ваçили, Ваня, Палля тетесем вăрçăран таврăнайман, вăхăтсăр пуçĕсене хунă. Ваня тетене 1941 çултах вăрçа илсе кайнă, çав çулах паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. Палля тете вăрçăччен учитель пулса ĕçленĕ. Вăрçа 1941 çулхи кĕркунне кĕнĕ. Пехота взвочĕн командирĕ пулнă. Вăрçăн пĕрремĕш çулĕнчех паттăррăн çапăçса пуçне хунă. Ваçили тете те вăрçă вутне 1941 çултах кĕнĕ. Стрелок пулнă, Сталинград патĕнче пыракан çапăçура 1943 çулта çĕре кĕнĕ. Саня тете Мускав патĕнчи çапăçусене хутшăннă. Темиçе хут аманнă. Ленинград фронтĕнче пулнă. Вăрçă чарăнсан Узбекистанра тĕпленнĕ. Ксенофонт тете пехотăра взвод командирĕ пулнă. Вăрçăччен Беларуçри Гродно хулинче службăра тăнă. Вăрçă пуçлансан юнлă вăрçă хирне кĕнĕ те çĕнтерÿ кунне кĕтсе иличченех тăшмана хирĕç çапăçнă.
17 çул тултарса 18 çула кайнă Ваçили тетен ывăлне, Аркадие, Ярославль хулине пехота училищине вĕренме яраççĕ, ун хыççăн вĕсем резервра тăнă. Вăрçă вутне 1943 çулта Курск пĕккинче кĕнĕ, 1-мĕш Беларуç фрончĕн 1-мĕш гварди танк çарĕн 257-мĕш зенитлă артиллери полкĕнче пысăк кĕпçеллĕ пулеметпа малтан наводчик, кайран кĕçĕн командир пулса çапăçать, ротăри комсомол организацине ертсе пырать. Унăн Висла шывĕ хĕрринче тăнă вăхăтра çырнă сăвви упранса юлнă, сарăхса кайнă блокнот листи çинчи сăвă йĕркисем:
Çапăçу умĕн
Аякра ман савнă ялăм
Вутлă вăрçă хирĕнчен.
Пурпĕрех-çке, май килсессĕн,
Ас илеп иртни çинчен.
Савăк вăхăт çитĕ, чунăм,
Иртĕç тăвăллă кунсем.
Эс мана кĕтмешкĕн чупăн,
Пуçне тайĕç мăкăньсем.
Мирлĕ пурнăç алă парĕ,
Пырăп савнăçлăн киле.
Шăпчăк юрă шăрантарĕ
Эпĕ таврăннă тĕле.
Окопра ларатăп эпĕ
Тинкерсе анăçалла.
Вутлă çимĕç хатĕрлетĕп –
Тăшмана аркатмалла.
Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем
Вăрçăран килекен çырусене конвертпа яман, вĕсене ытларах виç кĕтеслĕ хуçлатса янă. Çырусем тăват кĕтеслĕ те пулнă. Вĕсем çинче адрес, ăçтан яни, ăçта яни, виç кĕтеслĕ штамп пулнă. Çырусем тата открыткăсем çинче ятарлă штемпельсем пулнă, унта «Просмотрено военной цензурой» тесе çырнă. Фронтран килсе тăнă виç кĕтеслĕ çырусене искусство произведенийĕсен шутне кĕртме пулать. Кашни вуламассерен çырури сăмахсем, йĕркесем куççулĕпе йĕпенеççĕ, çынсен чунĕсене ыраттараççĕ. Теприсемшĕн çак çырусем юлашки пулнă, кунта çывăх çыннисен юлашки шухăшĕсем, сăмахĕсем шăрçаланнă.
Аркадий Васильевичăн сарăхса кайнă виç кĕтеслĕ çырăвĕсене Агриппина аппа типтерлĕ пĕр çыхха хурса упранă, темиçе хут та тыта-тыта вуланă, ывăлне чăтăмсăррăн çĕнтерÿпе кĕтнĕ. Шел пулин те, хăш-пĕр çырăвĕсем хальхи вăхăтра килĕнче мар. Амăшĕнчен çырăвĕсем ывăлне куçнă. Аркадий Васильевич Богданов вăрçăран тăван килне янă хăш-пĕр çырăвĕсемпе вулакана паллаштаратпăр:
«Мартăн 1-мĕшĕ, 1944 çул, кăнтăрла 12 сехет тĕлĕнче.
Хаклă çемьемсем. Анне, Лидя, Ксени, Коля!
Пирваях инçетри вăрçă хирĕнчен пыракан салама йышăнăр, çавăн пекех ял-йышсене, тăвансене те саламлатăп.
Ку яхăнта сиртен çыру çук-ха. Анчах та эпĕ пушă вăхăт тупса Сирĕн пата çыру çыратăп. Пурнăçăмра нимĕнле улшăнусем те çук. Пĕтĕм шухăшăм та Гитлера часрах çапса çĕмĕрсе тăван ялăма çаврăнса таврăнасси. Анне, Лидя, Ксени, Петя, Геннади, питĕ тунсăхларăм эпĕ сирĕншĕн. Питĕ курас килет. Асанне патне тăватă çыру çыртăм. Анне, асаннене манран салам калăр.
Анне, шăллăмсемпе йăмăксене вĕрентнĕшĕн питĕ тав тăватăп. Вĕсем вĕренни мана савăнтарать. Урăх нимех те çыра пĕлейместĕп. Сывă пулăр, сывă юлатăп.
Сирĕн Аркади. Алă пуснă»
«22 июль, 44-мĕш çул.
Сывă-и, Анне!
Салам сире манран, ку çырăва эпĕ самай хаяр вăрçă хирĕнче васкаса çыратăп. Пурнăç унчченхи пекех сывлăхлă. Нумай пулать сиртен çыру илменни.
Çыру çырăр. Урăх нимех те çырма пĕлместĕп.
Сирĕн Аркадий. Алă пуснă».
Хаяр вăрçă кунĕсенче çырнă çырусем адресат патне лекейменнисем темĕн чухлех пулнă, çакна Аркадий тетен çырăвĕсем те çирĕплетеççĕ. Çырури сăмахсенче Аркадий Васильевич амăшне чĕререн юратнине, асламăшĕшĕн пăшăрханнине, çывăх тăванĕсемшĕн тунсăхланине куратпăр.
Вăрçă вăхăтĕнче почтальонсене ĕçлеме, килрен киле савăнăçпа пĕрлех йывăр хуйхă валеçсе çÿреме те çăмăл пулман. Вăл кашни килти савăнăçа, хуйха, çухатăва пĕлсе, курса тăнă.
Салтак çырăвĕсем, виç кĕтеслĕ хыпарçăсем. Пĕр хут вулатăн вĕсене, тепĕр хут. Тĕлĕнетĕн, мĕн тери чăтăмлă пулнă салтак чĕри! Хăрушă вилĕм юнашар утса çÿренĕ пулин те – çавна пачах курман, туйман пек çырса кăтартма пултарнă хăйсен çырăвĕсенче, пурнăçне тăшман пульи халь-халь татма пултарасси çинчен шутласассăн та никама та пĕлтермен. Кашни çырурах фронтовик тăшмана çапса аркатса часрах киле таврăнасса шантарать. Салтака фронтри йывăрлăх мар, пачах урăххи – ашшĕ-амăшĕн сывлăхĕ, килĕнчисем мĕнле пурăнни ытларах пăшăрхантарнă.
1418 талăка тăсăлнă вăрçăра «тискер кайăка» çĕнтерме çăмăл пулман. Сахал мар хура-шур курнă пирĕн мăн асаттесемпе мăн асаннесем. Нумай çухату чăтса ирттерме тивнĕ пурнăçпа вилĕм хушшинчи хаяр кĕрешÿре. Нимле йывăрлăха та парăнман, нимĕнле хĕн-асапра та пуçне усман. Тăван çĕр-шыва хÿтĕлесе паттăрлăх, чăтăмлăх, çĕнтерÿ тăвас ĕçре çирĕп кăмăл кăтартнă.
Çырусем… Çырусем… Паянхи кун юнлă вăрçă хирĕнчен килнĕ салтак çырăвĕсене алла тытса вулани, вĕсене малашлăхшăн упраса хăварни чи пархатарлă ĕçсенчен пĕри пулĕ тесе шутлатăп. Салтак çырăвĕсене чылай çемье архивĕсенче хаклă япалана упранă пек упраççĕ, пĕр ăруран тепĕр ăрăва парса тăраççĕ. Ман алăри çырусен шăпи те çавăн евĕрлĕ. Çыру йĕркисем пире вăрçă çулĕсене çитереççĕ. Вăхăт иртнипе саралнă хут листи хăйĕнче темĕнле асамлă вăй тытать пек. Аркадий Васильевичăн вăрçăран килнĕ çырăвĕсене малтан амăшĕ тирпейлĕ упранă пулсан, халĕ унăн ачисем ăна темрен хаклă япала пек чыслăн упраççĕ. Вăрçă нушине эпир курман пулсан та унăн тискерлĕхне, асапне ăнланатпăр. Паттăрсене эпир яланах асра тытатпăр. Çĕр çинче яланах мирлĕ пурнăç пуласса шанса пурăнатпăр.
Мария ВЕНИКОВА,
И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн технологипе
экономика факультечĕн 3-мĕш курс студенчĕ.