«Сенкер инçет» олимпиада

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕ çулсеренех Чăваш Енри тата кÿршĕллĕ регионсенчи 8-11 классенчи чăваш чĕлхипе литературине, халăх историйĕпе культурине кăмăллакан шкул ачисем валли «Сенкер инçет» олимпиада йĕркелет. Асăннă олимпиада университетра Ăслăлăх канашĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн 2014 çултанпа икĕ тапхăрпа иртет.

Акă, чÿк уйăхĕн 25-мĕшĕнче, черетлĕ ăмăртăвăн пĕрремĕш тапхăрĕ пулчĕ. Вăл тĕнче тетелĕнче онлайн йĕркипе иртрĕ. Олимпиадăн пĕрремĕш тапхăрне Кушкăри пěтěмěшле пěлÿ паракан  вăтам  шкулти 9-мěш класс ачисем те хаваспах хутшăнчĕç. Интернет çыхăнăвĕпе усă курса вĕренекенсем олимпиада ыйтăвĕсене хуравларĕç, хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслерĕç.

Олимпиадăн пĕрремĕш тапхăрĕн  пĕтĕмлетĕвĕ раштав  уйăхĕнче паллă пулать. Пирĕн шкул ачисем çак  тапхăра ăнăçлă вĕçлессе, олимпиадăн пĕтĕмлетÿллĕ иккĕмĕш тапхăрне хутшăнса çĕнтерÿçĕ ячĕшĕн вăй виçме тивĕçлĕ пуласса шанатпăр.