Çĕнĕ çул асамĕ!

Çĕнĕ çул! Мĕн пур-ши унран асамлăраххи? Çĕнĕ çула кашни ача чăтăмсăррăн кĕтет. Кушкăри пěтěмěшле пěлÿ паракан  вăтам  шкулти 8-мĕш  класс ачисем те çак уява тĕплĕн хатĕрленчĕç. Уроксем хыççăн юлса хăйсен класс пÿлĕмне илемлетрĕç, тĕрлĕ тĕслĕ хутран юр пĕрчисем касса чÿречесем çине çыпăçтарчĕç. Чăрăша та капăрлатмасăр хăвармарĕç. Унта ачасем хăйсем ăсталанă интереслĕ теттисене çакса тухрĕç. Чÿречесем çинчи илемлĕ ÿкерчĕксем куçа илĕртсе тăраççĕ. Хĕл Мучи хăй килсе эрешсем йĕрлесе хăварнă тейĕн. Пур ача та хаваспах ĕçе хутшăнчĕ, тăрăшса ĕçлерĕ.

Пĕр сăмахпа каласан, класс пÿлĕмĕ асамлă тĕнче пулса тăчĕ. Автан çулĕ мĕн çулталăк тăршшĕпех ăнăçлă пуласса, тăнăç пурнăç, телей те савăнăç кÿрессе, Çĕнĕ çула аван хатĕрленсе кĕтсе илессе шанас килет.