Сурхури! Сурхури! Çитрĕ кĕтнĕ сурхури!

Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Портнова Анна Ильинична  6-мĕш класс ачисемпе сурхури  уявне халалланă урок ирттерчĕ.

Сурхури — чӑвашсен мĕн авалтан килекен йăли-йĕркисенчен пӗри. Ӑна кун таврӑннӑ вӑхӑтра уявлаҫҫӗ. Вӑл христиан тӗнӗнчи Раштавпа пӗр вӑхӑта килет, Кӑшарниччен тӑсӑлать.

Кашни килтех ачасене амăшĕсем тутлă йăвача пĕçерсе çитернĕ, тус-юлташĕсене хăналанă.

        Урокра вĕрентекен йăла-йĕрке çинчен тĕплĕн каласа пачĕ, сурхури юррисемпе паллаштарчĕ.

Сурхури! Сурхури!

Çитрĕ кĕтнĕ сурхури!

Сурхури çитнĕ, куртăр-и?

Хирĕç тухса илтĕр-и?

Хапха уçса хутăр-и?

         Ачасем асламăшĕсемпе аслашшĕсем ĕлĕк мĕнлерех юмăç янисем çинчен те хаваслансах итлерĕç, хăйсем те юмăç ячĕç,  савăнчĕç, кулчĕç. Ӗлĕкрен пыракан йăла-йĕркесене пирĕн те тытса пырасчĕ.