Ҫут ҫанталӑка сыхласси кашни ҫыннӑн тивӗҫӗ

 

   Ҫут ҫанталӑка сыхласси кашни ҫыннӑн тивӗҫӗ. Ҫавӑнпа та 2017 ҫула Раҫҫей Президенчӗн Указӗпе «Экологи тата ятарласа сыхлакан ҫут ҫанталӑк территорийӗсен ҫулӗ» тесе палӑртнӑ.

«Сӑрҫи» заповедникӗн ӗҫченӗсем пирӗн ҫӗршывра пӗрремӗш заповедник йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа шкул ачисем хушшинче республика шайӗнче «Манӑн заповедник» проект ӗҫӗсем ирттереҫҫӗ. Ҫак проектра Кушкӑри вӑтам шкулта вӗренекенсем те хутшӑнаҫҫӗ.

Проектра хутшӑнакан шкулсене Раҫҫей территорийӗнче вырнаҫнӑ заповедниксене уйӑрса панӑ. Кушкӑри вӑртам шкул «Сӑрҫи» заповедникӗн Елчӗкри участокӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ. Ачасем ҫак ӗҫе хаваспах хутшӑнаҫҫӗ, таврари ҫут ҫанталӑкпа тата ытларах кӑсӑкланаҫҫӗ. Вӗсем «Сӑрҫи» заповедникӗпе ял халӑхне, шкул ачисене паллаштарҫҫӗ.

Раççей Правительствин 1995 çулхи раштав уйăхĕн 25-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн Чăваш Республикинче чи малтан " Сӑрҫи " патшалăх заповедникĕ йĕркеленнĕ. 2000 çултанпа вăл Улатăр, Патăрьел, Елчĕк районĕсенчи виçĕ лаптăка пĕрлештерсе тăрать.

«Сӑрҫи» заповедникӗн пӗтӗмӗшле площачӗ 9150,4 гектар шутланать. Ҫав шутран: Улатӑрти лаптăкĕ – 9025 га, Патӑрьелӗнчи – 27,6 га, Елчӗкри – 97,8 га. Заповедникре пурӗ 800 ытла ӳсен-тӑран, 120 тӗрлӗ кӑмпа, 127 тӗрлӗ мӑк. Вӗсенчен 5 тӗрлӗ кӑмпине тата 5 тӗрлӗ ӳсен-тӑранне Раҫҫейри Хӗрлӗ кӗнекене кӗртнӗ.

Заповедникри чӗр чунсен тӗнчи те тӗлӗнмелле пуян. Пурӗ 1500 ытла хурт-кӑпшанкӑ, 33 тӗрлӗ пулӑ, 9 тӗрлӗ ҫӗр айӗнче пурӑнакан чӗр чунсем, 195 тӗрлӗ кайӑк-кӗшӗк. Унта пурӑнакан 120 тӗрлӗ чӗр чуна Чӑваш Енри Хӗрлӗ кӗнекене, 17-не - Раҫҫейӗн Хӗрлӗ кӗнекине кӗртнӗ.

«Сӑрҫи» заповедникӗн Елчӗк тата Патӑрьел лаптăкĕ сене ҫеҫенхирти авалтан юлнӑ усен-тӑрансемпе чӗр чунсене сыхлама йӗркеленӗ.

" Сӑрҫи " патшалăх заповедникĕн Елчĕк районĕнчи лаптăкĕ Энтепе ялĕнчен хĕвел тухăç енче вырнаçнă. Кунта питĕ сайра тĕл пулакан ỹсен-тăрансем ỹсеççĕ. Маларах, 1931 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа, вăл республика заповедникĕ шутланнă. 1990 çултан "Сорка Тау" заказник йĕркелесе çĕр çинче сахал тăрса юлнă нумай ỹсен-тăрана сыхласа хăварма май килнĕ. Хальхи вăхăтра çак заповедникра 69 тĕрлĕ сайра тĕл пулакан ỹсен-тăран ỹсет, вĕсенчен иккĕшне Раççейĕн Хĕрлĕ кĕнекине, 39-шне Чăваш Республикин Хĕрлĕ кĕнекине кĕртнĕ. Пирĕн заповедникра сарепта кăшманĕ, Атăл шăнкăрав курăкĕ, типĕ шур курăкĕ, оносма, Австри астрагалĕ тата ыттисем те ỹсеççĕ, чĕрчунсенчен ăркай, хир чăххи, тыркас пурăнаççĕ.

Тутар Тимеш ялӗ ҫумӗнче вырнаҫнӑ Патӑрьел участокӗнче Хӗрлӗ кӗнекене кӗртнӗ сӑвӑрсене курма пулать. Вӗсем Чӑваш Енре ҫак территоринче кӑна пурӑнаҫҫӗ.

Ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем палӑртнӑ тӑрӑх сӑвӑрсем Чӑваш Енре 1642-мӗш çултанпа паллӑ.

Пирĕн - çут çанталăк тусĕсен, ăна сыхлассишĕн, упраса хăварассишĕн тăрăшмалла.

БУКЛЕТ