Халăхăн мухтавлă ывăлĕ

 

Хусанкай  вăл – чăваш   кăмăлĕ, йыхравĕ, ялавĕ.

Хусанкай  вăл – кирек  хăçан  та

аслă   Хусанкай.

Илпек Микулайĕ

     Петĕр Хусанкай   ятне асăнсанах пирĕн ума  чăваш халăхĕшĕн, унăн литературишĕн калама çук шутсăр нумай ĕç туса хăварнă халăх поэчĕн, общество деятелĕн, туслăх элчин сăнарĕ тухса тăрать. Питĕ анлă тавракурăмлă энциклопедист, тăван чĕлхене, халăх йăли-йĕркисене, юрри-ташшисене, халапĕ-юмахĕсене вĕçĕ-хĕррисĕр юратнă сăвăç-патриот хăйĕн аслă чĕринче упраннă юрату туйăмне тĕнчери мĕнпур халăхсем пĕлсе тăччăр тесе тăрăшнă.

      Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулти Веникова Галина Васильевна, Портнова Анна Ильинична  вĕрентекенсем шкул ачисемпе  Петĕр Хусанкай 110 çул тултарнине халалласа поэт пурнăçĕпе пултарулăхĕ тăрăх тĕрлĕ ĕçсем туса ирттерчĕç.   
       8, 10 класс ачисем хаваспах республика шайĕнче йĕркеленĕ «Чăваш халăх поэчĕ П.П. Хусанкай – 110 çул!» пултарулăх ăмăртăвне   хутшăнчĕç. Панă ыйтусем çине тĕрĕс хуравсем тупас тесе нумай кĕнеке, статья  вуласа тухрĕç.

    Тăххăрмĕш класра вĕренекенсем поэт пурнăçĕпе пултарулăхĕ тăрăх тĕпчев ĕçĕсем çырса хӳтĕлерĕç. Григорьев Денис, Прохоров Никита, Веников Данил  хатĕрленĕ  презентацисемпе буклетсем те  пуян содержаниллĕ пулчĕç.  Мекшеев Денис хатĕрленĕ викторина ыйтăвĕсем çине те тăххăрмĕш класра вĕренекенсем тулли хуравсем пачĕç.

    Петĕр Хусанкай  ячĕ тăван халăх асĕнче ĕмĕрлĕхе юлĕ.