«Йывăç тымарĕпе çирĕп, этем сывлăхĕпе çирĕп»,- теççĕ ваттисем

   «Йывăç тымарĕпе çирĕп, этем сывлăхĕпе çирĕп»,- теççĕ ваттисем. Çак шухăша тарăнрах ăнланма пулăшас, чăтăмлă, çирĕп пулма хавхалантарас, ачасен шухăшлавне аталантарас  тĕллевпе Кушкăри  вăтам шкулти 7-мĕш класра «Сывлăх - чи хаклă пурлăх» ятлă урок иртрĕ.

     Урокра ачасем тĕрлĕ ĕç турĕç: сывлăх çинчен калакан ваттисен сăмахĕсене аса илчĕç, диалог йĕркелерĕç,  синквейн тата кластер мелĕсемпе ĕçлерĕç, панă сăмахсене тĕрĕс вырнаçтарса предложенисем турĕç.

     Урока пĕтĕмлетнĕ  май  Анна Ильинична Портнова вĕрентекен ачасене сывлăха упрама,   спортпа туслă пулма сунса  килте килĕшекен спортсмен çинчен пысăках мар статья çырса килме хушрĕ.