«Чӗрӗ сӑмах» конкурсӑн пӗтӗмлетӗвӗ

    

   Ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче чăваш чӗлхипе литературине юратакансем Елчӗкри ӱнер шкулне проза хайлавӗсене пӑхмасӑр калас  тесе «Чӗрӗ сӑмах» конкурс ирттерме пуҫтарӑнчӗҫ.  Конкурс 3 ушкӑнпа иртрӗ: 5-6 кл., 7-8 кл., 9-10 кл. Кушкӑри вӑтам шкултан ҫак конкурсра 8-мӗш класра вӗренекен Дементьева Анастасия «Çул ҫунат» журналта  пичетленнě «Кил ӑшши» хайлав сыпӑкӗпе паллаштарчӗ. Атте-аннесӗр ҫуртра кил ӑшши çуккине чуна витермелле каласа пачӗ. 10 класри Киргизова Александра вара Ю.Скворцов «Уках хурӑнӗ» повесть сыпӑкӗсене пӑхмасӑр каласа 9-10 класс ачисем хушшинче 1-мӗш вырӑн йышанма пултарчě.

     Хӗр ачасене иккӗшне те чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Портнова А.И. хатӗрленӗ. Саламлатпӑр вӗсене, малашне те ҫитӗнӱсем тума сӗнетпӗр.