Кушкӑри вӑтам шкулта вӗренекенсем Владимир Галошевӑн Аннепе Атте ҫулталӑкне халалласа ӱкернӗ «Атте-анне халалӗ» кинофильмпа паллашрӗҫ

Кулленхи калаҫура «пил панӑ», «пехиллесе хӑварнӑ», «ашшӗ-амӑшӗн пехилӗ», «пил ыйтса ил» тенисене час-часах илтме пулать. Мӗн -ха вӑл пил, пехил, халал? Пил, пехил, халал сӑмахсен пӗлтерӗшӗсене словарьсем пӗр евӗрлӗ ӑнлантараҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем пурте ырӑ суннине, чунран хисепленине пӗлтереҫҫӗ. Чӑваш чӗлхипе литература эрнинче Кушкӑри вӑтам шкулта вӗренекенсем ҫакӑн ҫинчен тата тӗплӗнрех пӗлчӗҫ. Çак шкултан вӗренсе тухнӑ, халӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан Владимир Галошев Аннепе Атте ҫулталӑкне халалласа ӱкернӗ «Атте-анне халалӗ» кинофильмпа паллаштарчӗ. Пехил сӑмахне каланӑ чухне ватӑ ҫын хӑйне пулӑшса пурӑнакан ывӑлне, кинне, мӑнукне, кӱршине, килӗштерсе ӗмӗрленӗ ҫынна пехиллесе тав тума пултарнине ачасем кинофильма пӑхса ӗненчӗҫ. Ахальтен мар, Иван Яковлевич Яковлев та чӑваш халӑхне хӑйӗн чунри шухӑшӗсене тата хӑй йӗркеленӗ Чӗмпӗрти чӑваш шкулне ӗмӗрлӗхе халалласа хӑварнӑ. Халалпа пехиле ыйтса илмеҫҫӗ. Пил сӑмахне вара хӑвӑр хисеплекен аслӑ ҫынран ыйтса илме юранине те пӗлчӗҫ. Ӑна илме пуҫтай сӑмахне асли умне сулахай урапа чӗркуҫленсе каламаллине те пӗлчӗҫ. Ачасене кинофильм питӗ килӗшрӗ. Вӗсем Владимир Петровича тав сӑмахӗ каларӗҫ. Малашне те тӗл пулусем йӗркелеме калаҫса татӑлчӗҫ.