Паян Чӑваш чӗлхин кунӗ

       

      Паян Чӑваш чӗлхин кунӗ. Тата ҫавӑн пекех ку уява йышӑннӑранпа 25 ҫул иртрӗ. Уява чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан И.Я. Яковлев ҫуралнӑ кунӗпе ҫыхӑнтарнӑ, вӑл 1848 ҫулта ҫуралнӑ. Чӑнах та питӗ паллӑ ҫын пулнӑ вӑл, питӗ кирлӗ ӗҫ хӑйӗн пурнӑҫӗнче туса хӑварнӑ — чӑвашсем валли 1917-мӗш ҫулхи революцичченех ҫыруллӑх шутласа кӑларнӑ.

      Ан манӑр хӑвӑр тӑван чӗлхӳне! Ку вӑл пирӗн мӑн асаттесемпе асаннесен чӗлхи! Эпир ҫутӑ тӗнчене тухассишӗн вӗсем самай вӑй хунӑ, тӑрӑшнӑ! Чӑваш чӗлхине ан манӑр, ачӑрсене вӗрентӗр! Пурри пӑсмасть, тенӗ чӑвашсем.

       Пурне те ҫак кун ячӗпе эпир, Кушкӑри вӑтам шкулта вӗренекенсемпе вӗрентекенсем,  саламлатпӑр! Чӑваш чӗлхин кунӗ ҫулталӑк тӑршшӗпе пӗр кун кӑна ан пултӑр, ҫак ҫапӗҫ те илемлӗ чӗлхе кашни кун янратӑр!