Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе саламлани

Хисеплĕ вĕрентекенсем, шкул ачисем, вĕсен  ашшĕ-амăшĕсем!  

Сире паянхи Чăваш чĕлхи кунĕн уявĕ ячĕпе чĕререн  саламлатăп.

        Çак уяв  халăхăмăра çутта кăларнă Иван Яковлевич Яковлевăн çуралнă кунĕпе пĕр килет. Чăваш чĕлхи кунĕ  пĕтĕм халăх уявĕ пулса тăчĕ. Чӑваш чӗлхи – халӑхӑн ӗмӗр сӳнми ӑс-тӑн чечекӗ.

       Сире пурне те  çирĕп сывлăх,  ăнăçу, ырă пурнăç, телей  сунатăп. Юнпа çеç мар, чунпа та чăваш пулар, аттепе анне чĕлхине хисеплер!

                Шкул директорĕ Р.А. Портнов