Яланах янра, чӑваш чӗлхи!

    

     Паян Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулта пысӑк уяв. Ир-ирех чăваш кĕвви-юрри янăрать, чуна тыткăнлать. Фойере ачасен ӳкерчĕкĕсен куравне йĕркеленĕ. Пултаруллисем сăвăсем, сочиненисем, тĕпчев ĕçĕсем çырса хатĕрленĕ.

    Учёнӑйсем шутланӑ тӑрӑх,  Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинче пӗтӗмпе 7000 ытла тӗрлӗ чӗлхе. Ҫӗр чӑмӑрӗн иккӗ виҫҫӗмӗш пайӗ 40 тӗрлӗ анлӑ сарӑлнӑ чӗлхепе усӑ курать. Чӑваш чӗлхи ҫак пин-пин чӗлхе хушшинче сӑваплӑ, ырӑ ятлӑ. Чӑваш чӗлхине пирĕн  халӑх темиҫе ӗмӗр хушши аталантарнӑ, якатнӑ.

     Чӑваш чӗлхи! Эс чӑваш юманӗ пек ватӑ та патвар, хӑвӑн хӑватна ҫухатмасӑр кашни çулах  тӗрекленсе пыратӑн. Мухтавлӑ чӑваш ҫыравҫисем, ăсчахĕсем, юрăçисем тӑван чӗлхемӗре тӗнче умне кӑларчӗҫ, унӑн ятне ҫӳле ҫӗклерӗҫ.

      Чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан И.Я.  Яковлев хӑйӗн халалӗнче ҫапла ҫырса хăварнӑ: «Туссем, тӑвансем, ытарайми чӑваш ҫыннисем! Мӗн ӗмӗрӗм тӑршшӗпех чунӑмпа, чӗремпе ҫунса пурӑнтӑм сирӗншӗн. Ан манӑр, астуса тӑрӑр ҫакна! Эсир хӑвӑр халӑхӑрӑн чӗлхинчен ютшӑнмасан, халӑх кӑмӑлӗ пӗтӗмпех сирӗн аллӑрта пулӗ!»

       Пирӗн, ҫитӗнсе пыракан ăрун, Вӗрентекенӗмӗр ӗҫне малалла аталантарса  пымалла. Тăван чĕлхене   юратса çапла калар: «Яланах янра эс, чӑваш чӗлхи!»

ФОТО