Тӗрлӗ халӑхӑн йӑли-йӗркине упрар, килӗштерсе пурӑнар

Кушкӑри вӑтам шкулта тӗрлӗ халӑх ачисем вӗренеҫҫӗ: чӑваш, тутар, вырӑс. Çавӑнпа та вӗрентекенсем ачасем телейлӗ те туслӑ ӱсчӗр тесе тӑрӑшаҫҫӗ.

Ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче  ир-ирех чӑваш, тутар, вырӑс  халӑхӗсен капӑр тумне тӑхӑннӑ  ачасем шкулалла утаҫҫӗ. Хӑйсемпе пӗрле пурте амӑшӗпе хатӗрленӗ тутлӑ апат-ҫимӗҫ йӑтнӑ. Мӗншӗн тесен паян шкулта «Чӑвашпа тутар хурӑнташ»  ятлӑ апат-ҫимӗҫ конкурсӗ иртет.

         Чӑваш ҫӗр-шывне ахальтен мар ҫӗр пин юрӑ, ҫӗр пин сӑмах, ҫӗр пин тӗрӗ ҫӗр-шывӗ теҫҫӗ. Чӑваш тӗрриллӗ тумтир ытти халӑхсеннинчен чылай уйрӑлса тӑрать. Авалхи чӑваш тӗрри  икӗ енчен пӑхсан та – хуть тӱнтер, хуть пиччӗн – пӗрешкел.  Çакӑ чӑваш хӗрарӑмӗ  тирпейлӗ, ҫав вӑхӑтрах чӑтӑмлӑ пулнине пӗлтерет.

         Тутарпа вырӑс халӑхӗсен тумӗсенче те хӑйӗн вӑрттӑнлӑхӗсем, илемлӗхӗсем  пур. Тӗрлӗ халӑхӑн йӑли-йӗркине упрар, килӗштерсе пурӑнар.

ФОТО