Акатуй – Сабантуй

Акатуй! Сабантуй!

Паян шкулта Акатуй!

Пурте килӗр уява

Пирӗнпеле савӑнма.

                                                                   

     Пурнӑҫ шав малалла шӑвать. Ĕлӗкхи  чӑваш  йӑли-йӗрки кунран кун манӑҫа тухса пырать. Хамӑрӑн асаттесемпе асанненсен пуян еткерне, йӑла-йӗркисене упраса хӑварас тесе эпир, Кушкӑри вӑтам шкулта вӗренекенсемпе вӗрентекенсем, чӑваш чӗлхипе литература эрнине пӗтӗмлетсе Акатуй! Сабантуй! ирттертӗмӗр. Уява шкул ачисемсӗр пуҫне ял ҫыннисем, сумлӑ хӑнасем те килсе ҫитнӗ. Шкулта та, урамра та кунӗпех чӑваш тата тутар халӑхӗсен юррисем янӑрарӗҫ. Ачасем хӑйсен ашшӗ-амӑшӗсемпе пӗрле кукӑль-пӱремечсем, икерчӗсем пӗҫернӗ. Вӗсен тутлӑ шӑрши сӑмсана кӑтӑклать. Кунтах чей те пӑсланать. Ачасем килнӗ хӑнасене чейпе сӑйларӗҫ.

    Çĕр хĕллехи шап-шурă юртан тасалса тарăннăн сывласа пăс кăларма пуçланă вăхăтра, тап-таса симĕс курăк хĕвел шевлипе йăпанса çулçине сĕткенпе тăрантарнă чух пирĕн авалхи асаттесем халӑхпа акатуя тухнӑ.

     Акутуй та, сабантуй та пĕр кун тумалли уяв мар, вăл эрни-эрнипе пыракан уяв. Акатуйпа сабантуйăн  тĕп тĕллевĕ – халăх хушшинче чи ăслине, чи паттăррине, чи вичкĕннине, чи тавçăруллине шыраса тупасси пулнă. Çакăн пек паттăрсене тĕрлĕ енлĕ ăмăртусем туса шыранă.  Кăçалхи вĕренӳ çӳлĕнче палăрнă  пултаруллă  вӗрентекенсемпе ачасене шкул директорӗ Родион Анатольевич Портнов Хисеп хучӗсем тата шкултан тӗрлӗ ҫулсенче вӗренсе тухнисем парнесем парса  чысларӗҫ. Елчěк районěнчи «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин ертÿçи Людмила Виссарионовна Павлова та чи пултаруллисене дипломсем парса хавхалантарчӗ.

Уява хăнана кӳршĕллĕ Туçа шкулĕнче вĕренекен 1-мĕш класс ачисем, ашшĕ-амăшĕсем тата вĕсен учителĕ Маркова Людмила Валентиновна килнӗ.  Вĕсем те уява юрӑпа ташă ташласа илем кӳчĕç. Пĕр-пĕринпе яланах туслă çыхăнура пурăнма сӑмах пачӗҫ.  Юрӑпа ташӑсемсӗр пуҫне уявра тӗрлӗ спорт ӑмӑртӑвӗсем те пулчӗҫ. Çак хаваслӑ уява ирттерме пире шкултан вӗренсе тухнӑ ачасем пулӑшрӗҫ. Вӗсен шутӗнче: А.Чайкин, И. Галошев, С. Чайкина(Садовникова), Д. Александров, Анастасийӑпа Оксана Антоновӑсем, Евгенийӑпа Владимир Мекшеевсем, А. Портнова, П. Хмелев, М. Шавкина, Д.Перепёлкин, Иринӑпа Олег Клементьевсем, Ольга Горбунова. Эпир вӗсене чун-чӗререн тав тӑватпӑр. Малашне те вӗсен ӗҫӗсем ӑнса пыччӑр, хӑнана килсех ҫӱрӗр.

          Уяв вӗҫӗнче пурте пӗрле карталанса вӑййа тухрӗҫ. Пурне те ырӑ-сывӑ пурӑнма  пехиллерӗҫ. Пурнӑҫӑрсем пылпа ҫу хушшинче пулччӑр! Паянхи уяв  пек юрӑпа кулӑ хушшинче тӑччӑр! Ĕмӗрӗрсем сурпан шурри пек таса та вӑрӑм, хушпу кӗмӗлӗ пек ҫутӑ пулччӑр! тесе уйрӑлчӗҫ уява пуҫтарӑннисем.

«Сывã пулãр, сывã пулãр,

Яланах хаваслã пулãр,

Яланах илемлĕ пулãр,

 Яланах телейлĕ пулãр,

Сывã пулãр, сывã пулãр» тесе уйрӑлчӗҫ уява хутшӑнакансем.

ФОТО