Республика шайĕнчи конкурсра палăрнă

 «Чăваш чĕлхипе литератури. Уçă урок тата класс тулашĕнчи чи лайăх ĕç» Республика шайĕнчи  конкурса  И.Я. Яковлев  ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн  чăваш чĕлхипе литератури кафедри  Раççейри Экологи тата Чăваш Республикинчи Амăшĕпе Ашшĕн  çулталăкне халалласа ирттерчĕ.

 Асăннă конкурсра Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Веникова Галина Васильевна, Шавкина Мария Ильинична соцпедагог та хутшăнчĕç.  «10-11 классенчи чăваш чĕлхипе литератури урокĕ, класс тулашĕнчи мероприяти (чăваш шкулĕ)» номинацире вĕсем иккĕмĕш  вырăн йышăннă. Конкурса тăратнă чи лайăх ĕçсене пичете сĕннĕ. Вĕрентекенсене малашне те ăнăçу сунатпăр.