Елчĕк районĕ - 90 çул. «Ҫамрӑк таврапĕлÿҫĕсем» конкурс

     Елчĕк районĕ 90 çул тултарнине халалласа Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти Веникова Г.В., Портнова А.И. вĕрентекенсем  3-7 классенче  вĕренекен шкул ачисемпе   «Ҫамрӑк таврапĕлÿҫĕсем» конкурс ирттерчĕç.

    Конкурс тĕллевĕпе задачисем:

    –çамрăк ăрăва чӑваш   халӑх йӑли-йӗркине, Елчĕк район историне аса илтересси, ачасен  пĕлĕвне  тĕрĕслесси;

    --шкул ачисен тавра курăмне ÿстересси.

    Конкурса хутшăннă ачасем ыйтусем çине тĕрĕс те тулли хуравсем  панă, çавăнпа та жюри членĕсене çĕнтерӳçĕпе призёрсене  палăртма çăмăлах пулмарĕ.

Конкурс çĕнтерӳçи – Миронов Олег, 5 класс

II –мĕш вырăна Иванов Антонпа (5 класс) Мекшеева Олеся (4 класс) йышăнчĕç.

III-мĕш вырăна Александрова Инессăпа (7 класс) Александрова Анна (3 класс) пайларĕç. Пурне те саламлатпăр, малашне те конкурссенче хастар пулма сунатпăр.     Конкурс  ҫӗнтерӱҫипе призёрĕсене   Хисеп хучӗсемпе, Елен Нарпи çыравçă парнисемпе  чысларĕç.