Кушкӑри вӑтам шкулта 5-11 класра вӗренекенсем хушшинче чӑваш чӗлхипе тата литературипе шкул шайӗнчи олимпиада иртрӗ

       Авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Кушкӑри вӑтам шкулта 5-11  класра вӗренекенсем хушшинче чӑваш чӗлхипе тата литературипе шкул шайӗнчи олимпиада иртрӗ.  Олимпиадӑра ҫӗнтерӱҫӗсен йышне ҫак ачасем кӗчӗҫ: Сергеева Александра (5 кл.), Иванов Антон (6 кл.), Мукина Анна (7 кл.), Марков Сергей (8 кл.), Михеева Анна (9 кл.), Михеев Денис (10 кл.), Перепелкина Татьяна (11 кл.). 7-11 класра вӗренекенсем хӑйсен пӗлӗвне малалла район шайӗнче тӗрӗслесе пӑхӗҫ. Ӑнӑҫу сунатпӑр вӗсене.