Республика шайӗнчи «Асамат кӗперӗ» ятпа наукӑпа практика конференцие Кушкӑри вӑтам шкулта вӗренекен ачасемпе вӗрентекенсем хастар хутшӑнчӗҫ

Çитес кунсенче пирӗн юратнӑ ӑсчахӑмӑрӑн, Г.Н.Волковӑн 90 ҫулхи юбилейӗ ҫитет. Вӑл 1927 ҫулхи юпа уйӑхӗн 31- мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗк  ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл халӑх пурнӑҫне, унӑн кӑмӑлне, ӑс-хакӑлне, йӑли-йӗркине тишкерекенӗ. Геннадий Никандрович паллӑ ӑсчах кӑна мар, ӑста ҫыравҫӑ та пулнӑ. Çавна шута илсе Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗк шкулӗнче юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче республика шайӗнчи «Асамат кӗперӗ» ятпа наукӑпа практика конференцийӗ иртрӗ. Унта республикӑри ачасемпе вӗрентекенсем хутшӑнчӗҫ. Пурӗ пилӗк секци ӗҫлерӗ. Çак конференцие Кушкӑри вӑтам шкулта вӗренекен ачасемпе вӗрентекенсем те хастар хутшӑнчӗҫ. «Тӑван ялӑм, савнӑ ялӑм» тӗпчев ӗҫӗпе 11 класра вӗренекен Киргизова София 1 вырӑна тухма пултарчӗ. «Салтак юррисем. Салтак юррисемпе ҫыхӑннӑ йӑла-йӗркесем» ӗҫпе 10 класри Михеев Денис тата 8 класри Марков Сергей «Традиции и обряды моей семьи» ӗҫӗсемпе 2-мӗш вырӑна тухрӗҫ. Вӗрентекенсем хушшинче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем Г.В.Вениковӑпа (1-мӗш вырӑн) тата А.И.Портнова (3-мӗш вырӑн) та хӑйсен проект ӗҫӗсене хӱтӗлерӗҫ.