Ашшĕ-амăшĕн пухăвĕ

    Йăлана кĕнĕ тăрăх  Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти вĕрентекесем ачасен ашшĕ-амăшĕсемпе кашни чĕрĕк вĕçĕнчех тĕл пулса калаçаççĕ, тĕрлĕ ыйтусем сÿтсе яваççĕ. 5 класс ертÿçи С.В. Перепелкин вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсемпе пухура 1 чĕрĕк пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарчĕ. «Мĕншĕн куçăм тапхăр вăхăтĕнчи ача вĕренесшĕн мар?» темăпа доклад турĕ, ыйтăва сÿтсе явнă май ашшĕ-амăшĕсемпе ĕçлĕ вăйă ирттерчĕ.. Пуху ачасен вĕрентес туртăмне çĕклеме мĕнле хавхалантармаллине тишкернипе, палăртнă ĕçсене пурнăçа еплерех кĕртмеллине пăхса тухнипе вĕçленчĕ.