Мĕнпе паллă 2018 çул?

   

   Мĕнпе паллă 2018 çул? Çак ыйту хуравне шырарĕç паян Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти 10, 11 класс ачисем А.И. Портнова вĕрентекенпе. Чылай паллă пулăмсем палӑраççӗ умра: чăваш халăхĕн паллă ывăлĕ, вĕрентекенсен Вĕрентекенĕ Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитет, Чĕмпĕрти чăваш учителĕсене хатĕрлекен шкула уçнăранпа 150 çул, А.С. Пушкин Шупашкарта пулса курнăранпа 185 çул пулать,    «Чăваш халапĕсем» («Сказки и предания чуваш») кĕнеке пичетленсе тухнăранпа 115 çул, К.В.Ивановăн «Нарспи» поэмипе М.Ф.Фёдоровăн «Арçури» поэмисем вулакан умне тухнăранпа 110 çул, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи театрне никĕсленĕренпе 100 çул … Мĕн чухлĕ чаплă пулăмсем пирки пĕлчĕç ачасем. Вĕренекенсем  уйрăм  пулăма тĕпчесе тишкерсе килме, презентаци тума палăртрĕç. Çитес уроксенче ачасем хăйсен тишкерӗвӗсемпе, тĕпчев ĕçĕсемпе ытти шкул ачисене те паллаштарма кăмăл турĕç.