И.Я.Яковлев калавĕсем тăрăх ÿкерчĕксем калăпларĕç

     Кушкăри  вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература эрни пырать.  5-7 классем И.Я.Яковлев пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç, презентацисем курчĕç, калавĕсене вуларĕç. Хăйсем вуланă калавсем тăрăх ÿкерчĕксем турĕç. И.Я Яковлев сăнарне ÿкерсе калăпларĕç. Кашни ача хăйсене кăмăла каякан темăсемпе ĕçленĕ. 5 – мĕш классем ытларах чăваш халăхне çутта кăлараканăн сăнне ÿкернĕ. 7-мĕш классем вара «Лаша шырани», «Мăнтăрланнă чăхă» тата «Шăрчăкпа кăткă» калавĕсем тăрăх хитре ÿкерчĕксем интересленсех туса пачĕç.