Виртуаллă экскурси

      Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Г.В. Веникова вĕрентекен чăваш чĕлхи эрнинче “Чĕмпĕр чăваш шкулĕ” ятпа 5-8-мĕш класс ачисемпе виртуаллă экскурси ирттерчĕ. Кĕскен Чĕмпĕр чăваш шкулĕн истроийĕпе паллаштарчĕ, ачасем хаваспах Иван Яковлевич Яковлев пурнăçĕпе,  пултарулăхĕпе  çыхăннă ыйтусем çине хуравларĕç. Ачасем музейри экспонатсемпе кăсăклансах паллашрĕç.

      Чăваш халăхне ҫутта кăларас тĕлĕшпе Иван Яковлевич Яковлев Вĕрентекенĕмĕр улăпла пархатарлă та сумлă ĕҫсем тунă. Хура халăха ҫутта кăларасси унăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пулнă.

      1868 ҫулхи юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнчен  пуҫласа хăйĕн хваттерĕнче Алексей Рекеева вĕренте пуҫланă.1881ҫ. ҫак шкула официаллă майпах Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ тесе ҫирĕплетнĕ. Ҫăмăл пулман пулсан та Яковлев тăрăшнипе, ăна ăнланса пулăшса пыракансем пуррипе чăваш шкулĕ майĕпен тĕрекленсе, аталанса пынă. 1890 ҫултан пуҫласа учительсем хатĕрлеме тытăннă. 1879 ҫулхи ҫĕртме уйăхĕнче пуҫласа учитель ятне илнĕ 17 вĕренекен вĕренсе тухнă.

   Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче тĕрлĕ халăх ҫынни вĕреннĕ. Пĕрремĕш учительсен шутĕнче 4 вырăс, 2 мордва, 1тутар, ыттисем чăваш ачисем пулнă. Яковлев чăваш ачисене вырăс ачисемпе ҫывăхлатма тăрăшнă. Вĕрентекенсем тăрăшнипе ачасене илеме, кĕвве туйма хăнăхтарнă, ял хуҫалăх, тĕрлĕ ремесла ĕҫне вĕрентнĕ.

       1878 ҫулта хĕрачасен уйрăмне уҫнă. Е.А. Яковлева ертсе пынипе вĕсем  пĕлÿ илнисĕр пуҫне кил-ҫурта тирпейлеме, хăйсене ҫын хушшинче тытма, ташлама, юрлама, тĕрĕ-ҫĕвĕ, алă ĕҫĕ тума хăнăхнă... Тăван килтен аякра пурăнакан ачасемшĕн вăл амăшĕ вырăнĕнче пулнă, вăхăтра кирлĕ сĕнÿ панă.

   Иван Яковлевичпа Екатерина Алексеевна Яковлевсем, Чĕмпĕрти учительсем хатĕрлекен чăваш шкулĕнче вĕрентекенсем ырми-канми тăрăшнипе кунтан вĕренсе тухакансем тĕрлĕ енлĕ аталаннă учительсем пулса тухнă.