Конкурс çĕнтерӳçи

Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулта чăваш тата тутар ачисем вĕренеççĕ. Шкул ачисем пĕр-пĕрин йăли-йĕркисене хисеплесе, пĕрне-пĕри сума суса пурăнаççĕ, эрнере пĕрер сехет чăваш чĕлхи предметне вĕренеççĕ. Веникова Галина Васильевнăпа Портнова Анна Ильинична вĕрентекенсем халăх йăли-йĕркине упраса хăварас тесе тĕрлĕ ĕçсем туса ирттереççĕ.

Чăваш чĕлхи эрнинче иртекен конкурссенчен тутар ачисем те пăрăнса юлмаççĕ: стена хаçачĕ кăлараççĕ, викторина ыйтăвĕсем çине хуравлаççĕ, диктант çыраççĕ, юрăсем вĕренеççĕ... Урокра ачасем Иван Яковлевич Яковлев чăваш халăхне панă халалпа паллашрĕç, унтан халалтан илнĕ пĕр сыпăка диктант çырчĕç. Таса та тирпейлĕ, йăнăшсăр çырнă ĕç Самитова Гульшатăн (9 класс) пулчĕ, çĕнтерӳçĕ ята тивĕçрĕ. Маттур! Малалла та сана ăнăçу сунатпăр.