Чӑваш чӗлхипе литература эрни

Кушкӑри вӑтам шкулта ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнчен пуҫласа 28-мӗшчен чӑваш чӗлхи эрни иртрӗ. Ачасем эрне тӑршшӗпех тӗрлӗрен ӗҫсем пурнӑҫларӗҫ:И.Я.Яковлева халалласа ирттернӗ викторинӑна хутшӑнчӗҫ,буклетсем хатӗрлерӗҫ,презентацисем пӑхрӗҫ,хайлавсем тӑрӑх ӳкерчӗксем турӗҫ,хаҫатсем кӑларчӗҫ…Эрнен юлашки кунӗнче шкула пурте чӑваш тумӗсемпе килчӗҫ. Шкулта кунӗпех чӑваш юрри-кӗвви янӑрарӗ. Уроксем хыҫҫӑн пурте чӑваш кунне уявлама пуҫтарӑнчӗҫ. 4-мӗш класс ачисем чӑваш йӑли-йӗркине упраса хӑварас тесе ача-пӑча вӑййисене кӑтартса пачӗҫ. 7-мӗш класра вӗренекенсем вара И.Я.Яковлевӑн «Халалӗ» тӑрӑх хатӗрленӗ спектакль кӑтарӳҫ. Чи хастар хутшӑннӑ ачасене шкул директорӗ Р.Портнов Хисеп хучӗсем парса чысларӗ. Çӗнтерӳҫӗсен йышне А.Дементьева, Н.Александров, К.Перепелкина, В.Кузнецова, А.Дергунова кӗчӗҫ. Вӗсене пурне те саламлатпӑр,малашне те ӑнӑҫусем сунатпӑр.

ФОТО