Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулти Веникова Г.В., Портнова А.И., Салеева Д.М. вĕрентекенсем çамрăк ăрăва чӑваш тата тутар халӑх йӑли-йӗркипе паллаштарас, авал ку уявсене пирӗн несӗлсем еплерех уявланине аса илтерес, шкул ачисен тавра курăмне ÿстерес тĕллевпе 8-11-мĕш класс ачисем хушшинче «Чăвашсен (тутарсен) килĕшекен уявĕ» конкурс ирттерчĕç.
Чăваш халăхĕ ырă та илемлĕ йăли-йĕркипе, юрри-ташшипе, вăййи-куллипе пуян. Ачасем хăйсен сочиненийĕсенче мăнкун, çăварни, çимĕк, сурхури уявĕсем çинчен çырса панă. Чăваш ачисем ытларах вара АКАТУЙ, тутар ачисем САБАНТУЙ уявĕсене килĕштерни паллă пулчĕ.
Çĕр хĕллехи шап-шурă юртан тасалса тарăннăн сывласа пăс кăларма пуçланă вăхăтра, тап-таса симĕс курăк хĕвел шевлипе йăпанса çулçине сĕткенпе тăрантарнă чух пирĕн авалхи асаттесем халăхпа акатуя тухнă. Акутуй та, сабантуй та пĕр кун тумалли уяв мар, вăл эрни-эрнипе пыракан уяв. Акатуйпа сабантуйăн тĕп тĕллевĕ – халăх хушшинче чи ăслине, чи паттăррине, чи вичкĕннине, чи тавçăруллине шыраса тупасси пулнă. Çакăн пек паттăрсене тĕрлĕ енлĕ ăмăртусем туса шыранă. Пирĕн шкулта та вĕренӳ çӳлĕнче палăрнă пултаруллă ачасене чысласси йăлана кĕнĕ.