Çитĕнÿ – пĕрлехи вăйпа килĕштерсе ĕçленинче


Депутатсен пухăвĕн депутачĕсем, ял тăрăхĕсен депутачĕсемпе пуçлăхĕсем, предприятисемпе организацисен ертÿçисем, районăн хисеплĕ çыннисем хутшăннипе ĕнер районти культура çуртĕнче пулса иртнĕ анлă канашлура район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин Елчĕк районĕн 2018 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене тишкерчĕ, кăçал тата малашлăхра пурнăçламалли тĕллевсем çинчен чарăнса тăчĕ. Канашлу ĕçне пĕтĕмлетме ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Красновпа Юрий Попов хутшăнчĕç. Канашлу пуçланиччен хисеплĕ хăнасем «Елчĕкри сыр пĕçерекен завод» ОООра нумаях пулмасть хута кайнă сĕт типĕтекен цехра пулса курнă.

Чи малтан савăнăçлă самант: Сергей Артамонов «Победа» ОООри Маргарита Курицына пăру пăхакан оператора РФ Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине, Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул директорне Лариса Васильевăна ЧР Пуçлăхĕн Тав çырăвĕпе алла çыхмалли сехетне илме тивĕçлĕ пулнă ятпа саламларĕ. Унпа пĕрлех, вăл Чăваш Республикин Пуçлăхĕ ятран палăртса уйăракан ятарлă стипендине илме тивĕçлĕ пулнă яш-кĕрĕме те чысларĕ.

…Социаллă экономикăри лару-тăрăва çирĕплетессипе тата халăхăн пурнăç пахалăхне ÿстерессипе çыхăннă ыйтусене район ертÿлĕхĕ чи малти вырăна хурать. Палăртнă тĕллевсене пурнăçлассинче уйрăм предпринимательсемпе, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, тĕрлĕ шайри депутатсемпе хутшăнса тата пĕр-пĕрне ăнланса, тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Депутатсем пирки аса илнĕ май, проектпа смета документацийĕн хакĕ 21 миллион тенкĕрен те иртекен пысăк калăпăшлă ĕçе /сăмах – Комсомольски-Елчĕк-Курнавăш автоçул пирки/ хăвăртлатассине шăпах пирĕн депутатсем – Петр Красновпа Юрий Попов хутшăннипе çул-йĕре йĕркене кĕртессипе отчетлă тапхăрта 2400 пин тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă. Куçакан фондри çак ĕçе кăçал вĕçлемелле.

Районăн 2018 çулхи пĕрлештернĕ бюджечĕн тупăш пайĕ 395 миллион тенкĕпе танлашнă, планпа палăртнине 95,5 процент пурнăçланă. Хамăр ĕçлесе илекен тупăшсене ÿстересси те пĕлтерĕшлĕ. 2018 çулта çынсем хăйсем тĕллĕн ĕçленинчен пырса кĕнĕ тупăш 88500 пин тенкĕ, 2017 çулхипе танлаштарсан, 6 миллион тенкĕ е 7,6 процент ытларах пулнă. Районта пурăнакан кашни çын пуçне шутласан вăл 5251 тенкĕпе танлашнă. Хамăрпа кÿршĕллĕ Шăмăршă, Канаш, Йĕпреç, Патăрьел районĕсемпе танлаштарсан та пирĕн кăтартусем самай аванрах пулнине куратпăр. Малашнехи тĕллев – хамăр тĕллĕн ĕçлесе илекен тупăшсен пайне тата ÿстересси. Апла пулин те вырăнти налуксене пуçтарса çитерейменнине – йышăнмаллах. Ку тĕлĕшпе малашне ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен яваплăхне ÿстермелле, япăх ĕçлеме – ирĕк çук.

Агропромышленность комплексĕ – район экономикин тĕп шăнăрĕ. Промышленность таварĕсемпе ял хуçалăх продукчĕсен хакĕсене танлаштарсан, тан марлăх нумай пулин те, иртнĕ çул ял хуçалăх продукцийĕсене 2 миллиард та 39 миллион тенкĕлĕх /94,1 процент/ туса илнĕ. Сăмах май, иртнĕ çул республикăра пĕтĕмпе туса илнĕ ял хуçалăх продукцийĕн 5,46 процентне Елчĕк районĕнче туса илнĕ. Ку енĕпе эпир республикăра – 6-мĕш, усă куракан 100 гектар çĕр пуçне сĕт туса илессипе – 1-мĕш, аш-какай туса илессипе 7-мĕш вырăнсенче.

Ял хуçалăх предприятийĕсенче сăвăнакан ĕнесен продуктивлăхне ÿстерессине тĕп вырăна хунă. 2017 çулхипе танлаштарсан, пĕр ĕнерен сĕт сăвассине 4 процент ÿстернĕ, кăтарту 5814 килогрампа танлашнă.

Пуçласа фермер хуçалăхĕ, хăйсен çемье фермисене йĕркелекенсене пулăшу паракан программăсем ĕçлеме пуçланăранпа 17 çын хăйсен хресчен /фермер/ хуçалăхĕсене, 3 çын çемье фермисене йĕркеленĕ. Вĕсем çак тапхăрта патшалăхран пурĕ 51 миллион тенкĕ, çав шутран 2018 çулта 6 миллион тенкĕ пулăшу укçине тивĕçнĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем 61 единица, пурĕ 84100 пин тенкĕлĕх тĕрлĕрен техника туяннă.

Инвестици проекчĕсене 52200 пин тенкĕлĕх пурнăçланă, пурĕ 16 çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Елчĕкри сыр пĕçерекен заводра сĕт типĕтекен цех, Борис Крылов уйрăм предпринимателĕн пысăк суту-илÿ объекчĕ, «АСК-Яльчики» ОООра анасене шăваракан тытăм хута кайнă.

2018 çулта пурĕ 1176 тăваткал метр çурт-йĕр хута янă. «Раççей Федерацийĕнчи граждансене тивĕçлĕ те хăтлă çурт-йĕрпе тата коммуналлă пулăшусемпе тивĕçтересси» патшалăх программипе килĕшÿллĕн 18 çамрăк çемьене 8190 пин тенкĕлĕх, ялта пурăнакан 1 çамрăк специалиста çурт-йĕр тума е туянма 1 миллион тенкĕлĕх социаллă тÿлевсем уйăрнă. Нумай ачаллă пĕр çемьене 3545,6 пин тенкĕлĕх, ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă 2 ачана 1800 пин тенкĕлĕх çурт-йĕрпе тивĕçтернĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн «Чăваш Республикин территорийĕнче вырăнти пуçарусене тĕпе хурса обществăлла инфраструктурăна аталантармалли проектсене ĕçе кĕртесси çинчен» Хушăвне пурнăçласа 3942 пин тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă. Вăл шутран парксемпе масарсене тирпей-илем кĕртме 1200 пин тенкĕ, 6 ял урамĕнчи çулсене юсама 2742 пин тенкĕ янă. Нумай хваттерлĕ çуртсен пĕтĕмĕшле пурлăхне тĕпрен юсамалли республика программипе килĕшÿллĕн пурнăçлама палăртнă тĕллевсем те туллин ĕçе кĕнĕ.

Пурăнмалли вырăнсене хăтлăх кĕртес енĕпе çирĕплетнĕ приоритетлă проекта хутшăнса Елчĕк ялĕнче кану паркĕ йĕркелес тĕллевпе нумай ĕç туса ирттернĕ. Вăрăмхăва ялĕнче модульлĕ ФАП хута янă. Ялсенче тирпей-илем шайне ÿстерес тĕллевпе вĕренÿ учрежденийĕсенче чÿречесене, Елчĕкри вăтам шкул çурчĕн тăррине тата фасадне улăштарнă, «Солнышко» ача садĕнче, культура учрежденийĕсенче юсав ĕçĕсене пурнăçланă, икĕ шкулти спортзала çĕнетнĕ.

Вырăнти пĕлтерĕшлĕ автомобиль çулĕсене тытса тăма 52 миллион тенкĕ укçа-тенкĕ тăкакланă.

Йăлари хытă каяшсене пуçтармалли çĕнĕ тытăм вăя кĕнĕренпе районти кашни ял валли çÿп-çап пуçтармалли карта-схема туса хатĕрленĕ. Хальхи вăхăтра ăна контейнерсăр, михĕсемпе пуçтармалли меле суйласа илнĕ. Паянхи куна кашни ял тăрăхĕнчех хытă каяшсене вăхăтлăх хумалли контейнер площадкисем вырнаçтарнă.

Ĕç рынокĕнчи лару-тăру тăнăçлă. Чăвашстат кăтартăвĕсемпе танлаштарсан, кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта ĕçлекенсен умĕнче ĕç укçи парăмĕ пулман. 2018 çулхи январь-ноябрь уйăхĕсенче пĕр çын пуçне вăтам ĕç укçи 20706 тенкĕпе танлашнă. Апла пулин те Николай Миллин çак ÿсĕм республика экономикин вăтам кăтартăвĕнчен пĕчĕкрех пулнине йышăнать. Мĕнпур таварсем ĕç укçинчен маларах хакланса пынă вăхăтра ĕç укçине ÿстермелли майсене çирĕплетессипе малашне ертÿçĕсенчен тата çирĕпрех ыйтасса пĕлтерчĕ.

Район администрацийĕ çынсен вĕренес кăмăлне пур енлĕн тивĕçтерес, пахалăхлă пĕлÿ илме мĕнпур майсене туса парас тĕллеве мала хурать. Вĕренÿ организацийĕсенче кадрсем çителĕклĕ-ха, анчах çамрăк специалистсем çитменни те шухăшлаттарма тивĕçлĕ.

2018 çулта Раççей Федерацийĕн Президенчĕн суйлавĕ иртнĕ. Елчĕк районĕнчи суйлавçăсен 90,72 проценчĕ паянхи ертÿçĕшĕн — Владимир Путиншăн сасăланă. 2018 çул Ырă ĕç тăвакансен çулталăкĕ пулнипе те асра юлчĕ. Районти кашни шкулта волонтерсен отрячĕсене туса хунă, вĕсем пĕрлехи вăйпа 250 ытла мероприяти йĕркелесе ирттернĕ.

Кăçалхи умра тăракан тĕллевсем паллă: экономикăн мĕнпур отраслĕнче халĕччен тунă производство тата экономика кăтартăвĕсене сыхласа хăвармалла тата малалла ÿстерсе пымалла, районти кашни ял тăрăхĕ, вырăнти халăх пуçарăвĕсене тĕпе хурса, обществăлла инфраструктурăна аталантармалли проектсене пурнăçламалла, ял хуçалăхĕнче инвестици проекчĕсене ĕçе кĕртмелле…

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тунă доклада тивĕçлипе хакларĕ. Апла пулин те хăш-пĕр самантсем çинче чарăнса тăчĕ. Ял хуçалăх производствинчи ĕç тухăçлăхне тата ÿстермелле, ял хуçалăх культурисене /тĕш тырă, çĕр улми, пахча çимĕç/ çитĕнтерессине шайлашуллă йĕркелесе пымалла. Йÿçек çĕрсен пулăхне ÿстерессипе тимлемелле. Ахальтен мар ку енĕпе патшалăх енчен тĕллевлĕ программа çирĕплетнĕ. Мĕншĕн усă курас мар?