«Çулталăкри вĕрентекен» районти конкурс вĕçленнĕ

Куçăмсăр тупăшу хыççăн ултă педагог ăсталăхне малалла кăтартнă. Е.Корнилова /Курнавăш/, Е.Сергеева /Елчĕк/, Л.Пешенькова /Кушкă/, Р.Сидорова/Шăмалак/, А.Сусметов /Кивĕ Эйпеç/, С.Сычаева /Патреккел/ «Çулталăкри вĕрентекен» ята илессишĕн хĕрÿ тупăшнă. Елчĕк шкулĕнчи ют чĕлхесене вĕрентекен Екатерина Сергеева чи пултаруллине çирĕплетнĕ. Курнавăш шкулĕнчи вырăс чĕлхипе литературин учителĕпе Евгения Корниловăпа Кушкăри истори учителĕ Людмила Пешенькова – призерсем.