Манăн пулас професси

     Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулти 6-7-мĕш классенче вĕренекенсем «Манăн пулас професси» ятлă сочинени çырчĕç. Кашни шкул ачи чун ыйтнине кура хăйне тĕрлĕ профессире курать е ун çинчен ĕмĕтленет. 7-мĕш класра вĕренекенсенчен иккĕшĕ çар çынни, виççĕшĕ кондитер пулма шухăшлать, ыттисем хăйсене автомеханик, врач профессийĕсенче кураççĕ. 6-мĕш класри арçын ачасем строитель профессийĕ кăсăклантарни çинчен çырнă. Хĕр ачасем фармацевт, актёр пулас шухăшлă. Çак ачасен ĕмĕчĕсем пурнăçланасса шанса тăрас килет. Ку пĕтĕмпех хăйсенче килет-çке. Ӗмĕтсем пурнăçланччăр тесен шкулта тăрăшса вĕренмелле.