Чӑваш халӑхне панӑ халал

       Иван Яковлевич Яковлев тӑван халӑхшӑн нумай ырӑ ĕҫ тунӑ: чӑваш ялĕсенче шкулсем уҫнӑ, учительсемпе наци кадрĕсем хатĕрленĕ, ача - пӑча валли калавсем ҫырнӑ, чӑваш ачисене  хутла вĕрентес тесе ырми-канми тӑрӑшнӑ.  Чĕмпĕр чӑваш шкулне уҫса халӑхшӑн калама ҫук сӑваплӑ та пархатарлӑ ĕҫ тунӑ вĕрентекенсен Вĕрентекенĕ.

     1921 ҫулта И,Я.Яковлев чӑваш халӑхне халал панӑ. Ҫак халала тĕрлĕ чĕлхепе куҫарса пичетленĕ. Чӑваш чĕлхи эрнинче Кушкӑри вӑтам шкулта вĕренекенсем Иван Яковлевич чӑваш халӑхне панӑ халала саспа вуларĕҫ. Веникова Галина Васильевна  вĕрентекенпе Веников Данил (10 кл.) чӑвашла, Самигуллина Рамиля (11кл.) акӑлчанла, Харитонова Юлия (11 кл.) нимĕҫле,  Веников Кирилл (10 кл.) вырӑсла, Шавкина Галина Петровна вĕрентекен французла вуларĕҫ, пĕрле тишкерчĕҫ.