Йăлтах пĕр сас паллирен

Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулти вĕрентекенсем шкул ачисен пуплевне аталантарас тесе тĕрлĕ ĕçсем туса ирттереççĕ.

     Чăваш чĕлхи эрнинче Веникова Г.В., Портнова А.И.   вĕрентекенсем  сĕннипе шкул  ачисем йăлтах пĕр сас паллирен пуçланакан пĕчĕк-пĕчĕк хайлавсем çырчĕç.  Вулакана ачасен ĕçĕсемпе паллаштарасшăн:

  

     Кукамай кĕçнерни кун качакана курăк кăшлама кантрапа кăкарчĕ. Кăнтăрла купăста касрĕ, кăмпа,  компот кăларчĕ. Кайран киле канма кĕчĕ. Каçпа куккасем килчĕç. Кукамай кăмăллăн кулчĕ, купăстапа кăмпа кукли кăларчĕ. Каç кӳлĕм качакана картана кĕртрĕ.

                                                                                                                 (Мекшеева Олеся)

   

    Кавалти Кушкă кассинчи Кĕтернесен качаки Катюк ятлă. Качаки куштан, кăра. Канмалли кун Катюк кӳршĕсен картине кĕрсе кайнă. Кӳршĕсен купăстине, качакине, кăшманне, кишĕрне  кăшланă. Кăна кӳршĕ Кĕркури курнă. Кĕркури Кĕтернене кăмăлсăррăн кăшкăрать, качакине картаран кăларать, кӳршĕсен каштинчен кăкарать.

                                                                                                           (Сергеева Александра)

 

     Пирĕн пысăк пахчара пилеш, палан, помидор пур. Помидорĕ пысăк, пылак. Пирĕн пата Пăлакассинчи Павăлсен Петĕрĕ пычĕ. Полинăна пысăк пукане, Прухвире пӳске  парнелерĕ. Петĕре пичче пĕр пурак пысăк помидорсем пачĕ.

                                                                                                                           (Александров Н.)

 

      Куля кумӑн качаки кĕтĕве кайман. Ку качака кÿршĕ кумӑн картине кĕрсе кайнӑ. Картара -   купӑстапа кишĕр. Качака кăсене кышласа  кÿпĕнсех кайнӑ. Кӳршĕ качакана картаран кăларнă. Кайран качакана Куля кум каштаран кӑкарнӑ. Каçпа качака курӑк кышланӑ. Куля кум качакине кӑмӑлланӑ. Ку качака кӑвак куçлӑскер. Каç каçсан  Куля кумӑн качаки кĕтĕве кайнӑ.