Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2019 акци иртрĕ

      Чăваш чĕлхи кунне халалласа Чăваш Республикинче «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ − 2019» акци иртрĕ. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси.

      Задачисем:

− тӗнчере тӑван кӗтесрен, тӑван ҫӗртен, тăван чĕлхерен, тӑван халӑхран хакли нимӗн те ҫуккине тепĕр хут аса илтересси;

− чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси;

− чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме май туса парасси.

      Чӑваш Республикин çамрăксен премийĕн лауреачĕ Владислав Николаев çыравçă, журналист, куçаруçă Тани Юн пултарулăхне халалласа çырнă текста суйласа илнĕ.

      Кушкă шкулĕнче 39 çын диктант çырма кăмăл турĕ. Çыракансен хушшинче вĕренекенсемпе вĕрентекенсем те пулчĕҫ. Акцие хутшӑннисем  пĕтĕмлетĕве чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.