Пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене çирĕп пăхăнмалли çинчен

Кушкăри вăтам шкулти 5-мĕш класс ертÿçи Шавкина Г.П. шкул ачисен пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене çирĕп пăхăнмалли çинчен калаçу ирттерчĕ. Шăрпăк ачасемшĕн тетте маррине тепĕр хут аса илни те пăсмасть. Çывăрнă вăхăтра компьютера, телефон зарядкине, телевизора розеткăран кăлармаллине те тепĕр хут асăрхаттарса хăварчĕ вĕрентекен.

Пушар мĕн сăлтавпа тухма пултарнине, вут-çулăм алхасма пуçласан ăçта шăнкăравламаллине аван ачасем пĕлеççĕ пулин те, хăш-пĕр правилăсене аса илтерни нихăçан та чăрмантармасть.

Вут-çулăм пысăк инкек кỹнине кашнин ăнланмалла тата пĕлмелле. Шел, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнманни - шăпах "хĕрлĕ автан" алхаснин сăлтавĕ. Пушар алхаснă тĕп сăлтавсем - вут-çулăмран асăрханманни, электроприборсемпе пĕлсе усă курманни, кăмака юсавсăр пулни тата ытти те. Вут-çулăм тухнине асăрхасассăн тỹрех "01" е "112" номерпе шăнкăравламалла. Çухалса каймалла мар.