Театр çулне тата Шупашкар хули никĕсленнĕренпе 550 çул çитнине халалланă «Упрар тăван чĕлхемĕре» оратор ăсталăхĕн конкурсĕн пĕтĕмлетĕвĕ

            Авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче районти  7-8 –мĕш  классенче вĕренекен ачасен хушшинче «Упрар тăван чĕлхемĕре» оратор ăсталăхĕн конкурсĕ  пулса иртрĕ. Конкурса Театр çулне тата Шупашкар хули никĕсленнĕренпе 550 çул çитнине халалланă.

            Конкурса районти шкулсенче вĕренекен 25 ача хутшăнма кăмăл тунă. Тупăшăва хутшăнмалли темăсем: «Тăван çĕр-шыв», «Шупашкарăм, савнă Шупашкарăм», «Театр – наци чунĕ». Конкурсантсем панă темăсенчен пĕрне шăпа ярса суйласа илчĕç те сăмах вĕççĕн хăйсен шухăшне уçса пачĕç, жюри ыйтăвĕсене хуравларĕç. Жюри ачасен ĕçĕсене çак енсене пăхса хакларĕ: 1) проблемăна ăнланни; 2) хăй каланине ĕнентерме пултарни; 3) автор хăйĕн материалне туллин пĕлни тата каласа пама пултарни; 4) пуплев тата грамматика нормисене пăхăнни.

            «Тăван çĕр-шыв» темăпа тухса калаçнисенчен çак ачасем малти вырăнсене йышăнчĕç:

1 вырăн - Матвеева Александра, 7 класс (Аслă Елчĕк шкулĕ; Ертӳçи: Хушкина Н.З.)

2 вырăн - Иванова Мария, 8 класс (Çĕнĕ Пăва шкулĕ; Ертӳçи:  Павлова С.А.)

 3вырăна Маркова Мария, 8 класс (Кушкă шкулĕ; Ертӳçи: Портнова А.И.) тата

Петрова Ульяна, 8класс (Курнавăш шкулĕ; Ертӳçи: МясниковаО.В.)

            «Шупашкарăм, савнă Шупашкарăм» темăпа калаçнисенчен вырăн йышăнчĕç:

1 вырăн – Воробьева Ксения, 7 класс ( Елчĕк шкулĕ, Ертӳçи: Кушманова Н.В.)

2 вырăн – Дмитриев Игорь, 8 класс (Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕ, Ертӳçи: Левая Н.А.)

3 вырăна Головина Александра, 7 класс (Кивĕ Эйпеç шкулĕ, Ертӳçи: Федорова Е.С.) тата Шкапова Анна, 7 класс (Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕ, Ертӳçи: Левая Н.А.)

            «Театр –наци чунĕ» темăпа  Ильина Лилия , 8 класс (Елчĕк шкулĕ, Ертӳçи: Кушманова Н.В.)

Район шайĕнче палăрнисенчен республика шайĕнче ăмăртма Ильина Лилия (Елчĕк шкулĕ) тата Матвеева Александра (Аслă Елчĕк) тивĕç пулчĕç. Çĕнтерӳçĕсене пурне те саламлатпăр, ытти конкурссенче тупăшма ăнăçу сунатпăр.

ФОТОХРОНИКА