«Шăлсем сывă пулччăр тесен пирĕн мĕн тумалла?» кăсăк калаçу.

      «Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн!» акцие хутшăнса, Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулĕнче те тĕрлĕ ĕçсем иртеççĕ. «Шăлсем сывă пулччăр тесен пирĕн мĕн тумалла?» — 4-мĕш  класра вĕренекенсем хушшинче çак ыйту тавра кăсăк калаçу иртрĕ.

       Ку тема, паллах, никамшăн та çĕнĕлĕх мар, анчах… Шăлсем çын сывлăхĕшĕн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине пурте питĕ лайăх пĕлетпĕр пулин те, шăл ыратма пуçласан, шăл тухтăрĕн кабинетне сипленме кĕмелле пулсан —темшĕн-çке, йăлтах манăçăнать— кутăн-кутăн чакатпăр.

      Шăлсене упрамалли йĕрке пур. Ачасем вĕсене тепĕр хут аса илсе çирĕплетрĕç.  Шăл тухтăрĕ патĕнче çулталăкра икĕ хутчен пулмалла, мĕншĕн тесен чире çийĕнчех асăрхасан шала е вăраха ямасăр сиплеме пулать. Ирпе-каçпа икĕ хутчен çемçе щеткăпа тасатмалла, шăл хушшинче апат юлашки тăрса ан юлтăр. Çăвара ăш-чиккине чÿхемелли çинчен те манма юрамасть. Шăл эмальне ытла сивĕ те, ытла вĕри  те юрамĕ —тĕпренме пуçласан тĕрлĕ чир ерессе пĕлсех тăр. Апата вăхăтлă, пĕлсе çини те шăлсене тĕрĕс –тĕкел упрама май парать.

      Кашниех хăйĕн е çывăх çынсен пурнăçĕнче пулса иртнĕ пĕр-пĕр интереслĕ ĕç çинчен каласа пама тăрăшрĕ. Кулăшла самантсем те пулчĕç, çĕнĕлĕх те тупăнчĕ.

      Сиплесси патне çитмелле ан пултăрччĕ, сывă та хитре шăлсемпе йăл-йăл кулса кăна çÿремелле тата пĕр-пĕрне сывлăх сунмалла пултăрччĕ —çапла пулчĕ пĕтĕмлетÿ.