«Сывлӑх – чи пысӑк пуянлӑх» ятпа класс сехечӗ

И мӗн пуян, тӑванӑм?
Сывлӑх пуян.
Сывлӑх ҫул памасӑр ӑҫта каян?
                                       (Митта Ваҫлейӗ)
      Чӑн та, сывлӑхран хакли нимӗн те ҫук. Ҫак сӑмахсемпе пурте килӗшеҫҫӗ пулӗ. Мӗншӗн тесен сывлӑхлӑ ҫын пур енлӗн аталанма, вӑй хурса ӗҫлеме, тӑрӑшса вӗренме – тулли пурнӑҫпа пурӑнма пултарать. Сывлӑх теми хальхи вӑхӑтра шкул пурнӑҫӗнче те питӗ пӗлтерӗшлӗ темелле. Ҫакна шута илсе «Ҫамрӑксем сывӑ пурнӑҫ йӗркишӗн» акципе килӗшӳллӗн Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти  2-мӗш класра «Сывлӑх – чи пысӑк пуянлӑх» ятпа класс сехечӗ иртрӗ. Класс сехетӗнче вӗренекенсем темӑпа ҫыхӑннӑ ваттисен сӑмахӗсем тупрӗҫ, тӗрлӗрен пуҫватмӑшсем шутларӗҫ, кластер йӗркелерӗҫ.    Юлашкинчен «Сывлӑхлӑ пулас тесен…» памятка ҫырса хатӗрлерӗҫ.
1. Усал та хаяр ан пул, çынсем çине çилĕ ан тыт, пурнăçра начаррине курма пăрах.
2.Асра тыт:- тĕрĕс мар апатланни пурнăçа кĕскетет кăна.
3. Сахалтарах хускални, вăйпа ĕçлеменни сывлăхшăн сиенлĕ.
4.Пирус пачах ан турт, çак сиенлĕ йăла пурнăçа 20 çула кĕскетет, çывлăха хавшатать.
5.Пирус туртаканăн тĕтĕмне сывласа ан тăр. Ун пек çынпа юнашар пулни те пурнăçна 10 çула кĕскетет.
6. Пуҫ мимине аркатма пулӑшакан тата сывлӑхна хавшатакан йӑла-йӗркесенчен пӑрӑн.
7. Хӑвӑн организмӑн вӑйне ҫирӗплет. Ытларах ут, хускалма тӑрӑш, уҫӑ сывлӑшра пул.