Данил Веников - регионсен шайĕнчи «Çĕнĕ хум» литература пултарулăх конкурсĕн çĕнтерÿçи

      Кăвар чĕреллĕ поэт Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 120 çул çитнине халалланă регионсен шайĕнчи «Çĕнĕ хум» литература пултарулăх конкурсĕ вĕçленчĕ. Вăл акан/апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕччен пычĕ. Ăмăртăвăн тĕп тĕллевĕ илемлĕхе туякан пултаруллă шкул ачисемпе çамрăксене тупса палăртасси, вĕсене литература ĕçне анлăрах явăçтарасси пулчĕ.

       Пултарулăх ăмăртăвне Чăвашпа Тутар Республикисен тата Чĕмпĕрпе Самара облаçĕсен шкулĕсенче 7–11-мĕш класĕсенче вĕренекенĕсем, колледжĕсемпе аслă шкулĕсен студенчĕсем хастар хутшăнчĕç. Вĕсенчен 100 ытла ал çыру хайлавĕ килчĕ. Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер ертсе пынипе жюри çамрăк авторсен сăвви-калавне, очерк-пьесине пăхса тухрĕ, хак пачĕ.

     Жюри конкурс çĕнтерÿçисене тăватă номинаципе ачасен ÿсĕмĕ тăрăх уйрăм палăртрĕ: «Чи лайăх сăвă», Чи лайăх калав», Чи лайăх очерк», Чи лайăх пьеса».

     Çĕнтерÿçĕсем хушшинче Данил Веников, 11 класс, Кушкă шкулĕ, Елчĕк районĕ, вĕрентекен – Веникова Галина Васильевна.

    Тăван чĕлхене юратакансене, сăмах ÿнерĕпе кăсăкланакансене, вĕрентекенсене хастар пулнăшăн тав тăватпăр, çĕнтерÿçĕсене чĕререн саламлатпăр, малашне те пултарулăх ăмăртăвĕсенче çитĕнÿсем тума сунатпăр.

Тĕплĕнрех