3 хут республика шайĕнчи «Асамат кĕперĕ» наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ

Чӳк уйăхĕн 18- мĕшĕнче Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков академик ячĕпе хисепленекен вăтам шкулта кăçалхипе 3 хут республика шайĕнчи «Асамат кĕперĕ» наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Конференцие 1-11 классенче вĕренекенсемпе вĕрентекенсем хастар хутшăнчĕç.  Ăна пултаруллă ачасене тупса палăртас, тăван çĕр-шыва юратма вĕрентес, унăн историне тĕпчесе пĕлес, йăла-йĕркене упраса хăварас тĕллевпе йĕркеленĕ.

            Çак конференцие Кушкăри вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен А.И.Портновăпа Г.В.Веникова та хутшăнчĕç. Иккĕшĕ те 3 степеньлĕ диплома тивĕçрĕç. 6-мĕш класра вĕренекен Ольга Селлина «Тĕлĕнмелли – юнашарах» секцинче 2-мĕш вырăна тухма пултарчĕ. Саламлатпăр вĕсене, малашне те ăнăçусем сунатпăр.