Борис Борлен çуралнӑранпа 85 çул çитнине халалласа

Елчӗк çӗрӗ пултаруллӑ çынсемпе пуян. Вӗсенчен пӗри Кивĕ Арланкааси ялĕнче çуралса ӳснĕ Борис Борлен çыравçӑ. Вӑл 1934 çулхи раштавӑн 20-мӗшӗнче кун çути курнă. Тӑван ялӗнче поэт çуралса ӳснĕ çурт халĕ те ларать-ха, шел пулин те никам та пурăнмасть.  Борис Леонтьевич ялти пуçламӑш шкулта, Энтепери çичӗ класлӑ шкулта, аслӑ классене Комсомольски районӗнчи Аслӑ Каçалта тата Елчӗкре вӗреннӗ. 1951 çулта Шупашкарти пединститутӑн чӑваш чӗлхипе литература уйрӑмӗн (халӗ педуниверситӑн) студенчӗ пулса тӑрать. Аслӑ шкулта тӑрӑшса вӗреннисӗр пуçне вӑл обществӑлла ӗçе те хастар хутшӑннӑ. Пултаруллӑ каччӑна студенстен литература кружокӗн старости пулма суйлаççӗ. Ḉак вӑхӑтрах Борис Борлен Петӗр Хусанкай, Ваçлей Давыдов – Анатри, Александр Алка, Георгий Ефимов чӑвашсен паллӑ çыравçисемпе паллашать, вӗсем ун çине пысӑк витӗм кӳреççӗ. Ваçлей Давыдов_Анатрипе тус пулса тӑраççӗ.

Малтанхи сӑввисем «Ялав» журналта пичетленнӗ. Институтран вӗренсе тухнӑ çамрӑк «Коммунизм ялавӗ»(«Хыпар»), «Ḉамрӑк коммунист» хаçат редакцийӗсенче ӗçлесе опыт пухнӑ хыççӑн хамăр  района таврӑнать, «Елчӗк ен» хаçатра вӑй хурать. Борис Борлен хӑйӗн пурнӑçӗнче тӗрлӗ çӗрте ӗçленӗ. Кун пирки вӑл хӑйӗн «Сахал мар тӗнче касса çӳрерӗм» сӑввинче каланӑн туйӑнать:

«Сахал мар тӗнче касса çӳрерӗм,

Асӑмра Кавказ ту-сӑрчӗсем,

Балти тинӗсӗ мана чӳхерӗ,

Уралта ман атӑ йӗрӗсем.

Ḉӗпӗрте те шыраса тупаттӑм

Чӑвашла манман чӑвашсене,

Вӗсемпе пӗрле ларса юрлаттӑм

Хамӑр халӑхӑн юррисене…».

«Елчӗк ен» хаçатра Борис Борлен поэтăн сăввисем час-часах пичетленсе тухаççĕ, вулакана шухăша яраççĕ. Поэт çитменлĕхсем пирки те уççăнах çырма хăраса тăмасть.

Сӑвӑç нумай çул Пушкӑртра пурӑннӑ. Кунти хаçат редакцийӗсенче ӗçленисӗр пуçне тӗрлӗ шкулсенче ачасене чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентет. Аякра нумай çул пурӑннӑ пулин те вӑл чӑвашлӑх çинчен манман. Борис Борлен тӑрӑшнипех Пушкӑртри Стерлитамак хулин шкул-интернатӗнче тата педучилищинче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентме пуçлаççӗ. Борис Борлен сӑвӑçа Хусанта чӑвашсем валли тухса тӑракан «Сӑвар» хаçата кӑларса тӑма чӗнсе илеççӗ. Кӗçех вӑл кунти педуниверситетра та чӑваш уйрӑмне уçать, çамрӑксене чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентет.

Борис Борлен – журналист, вӗрентекен тата паллӑ сӑвӑç. Вӑл тӗрлӗ ӳсӗмри вулакансем валли çырнӑ нумай кӗнеке авторӗ. Тӗп теми вара – чӑвашлӑх, чӑвашсен шӑпи пирки пӑшӑрханни, ачасене чӑвашлӑха упрама чӗнсе калани.  Борис Борлен – Раççей писателӗсен тата Раççей журналисчӗсен союзӗсен членӗ. Унсӑр пуçне вӑл тӗрлӗ премисен лауреачӗ. Ḉакӑн пек пултаруллӑ сӑвӑç, журналист пирӗн районтан тухнишӗн чӑн та мухтанмалӑх пур. Аслăраххисем каласа панă тăрăх, пурăннă чухне Борис Леонтьевич Энтепери вăтам шкула та хăнана час-часах килсе кайнă. Вĕрентекенсемпе, шкул ачисемпе тĕл пулса калаçнă, сăвăсем вуланă. Хуларан яла Çимĕке килсен те вăл нихăçан та пушă алăпа килмен, ял çыннисене хăйĕн çĕнĕ кĕнекисене парнеленĕ. Пултаруллă сăвăç шкул библиотекине те нумай–нумай кĕнеке панă. Унăн пултарулăхĕпе  пире вĕрентекенсем çав кĕнекесем тăрăх паллаштарнă. Борленăн ача-пăча валли çырнă кĕнекисем пĕчĕк çулхи ачасене тыткăнлаççĕ. Поэтăн юбилейне хатĕрленсе Кушкăри вăтам шкулта та тĕрлĕрен ĕçсем туса ирттереççĕ. Веникова Галина Васильевна вĕрентекен  8-мĕш класс ачисене «Борис Борлен – пултаруллă педагог, журналист, поэт» презентаципе, 10-мĕш класс ачисене унăн «Хуçаран килет хуçалăх», «Тимĕрçĕ Ваççа» хайлавĕсемпе паллаштарчĕ, 6-мĕш класс ачисем унăн сăввисене саспа вуларĕç, çамрăк тавра пĕлӳçĕçем унăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ тăрăх лэпбук хатĕрлерĕç. Веникова Г.В., Портнова А.И. вĕрентекенсем шкул ачисене район хаçачĕ ирттерекен «Манăçнă сăмах – тупсăмĕ пурах» конкурса та хастар хутшăнтарчĕç. Эпир хамăр ентешпе мăнаçланатпăр.